Кадышев Михаил Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кадышев Михаил Семёнович, — сăвăç. 1934 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă. 1992 çулхи пуш уйăхĕнче вилнĕ.

«Хисеп палли» орденне тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1953 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Ăна 1958 çулта вĕренсе пĕтернĕ. 1974 çулта тата Балашиховăри пĕтĕм союзла ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ.

Елчĕк район ял хуçалăх управлениĕнче тата ытти ял хуçалăхĕсенче зоотехник пулса ĕçленĕ. 1982 çултанпа «Чăвашплодоовощхоз» республика пĕрлешĕвĕн тĕп зоотехникĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл çырнă произведенисене Хусанти, Самарти, Чĕмпĕрти хаçатсенче пичетленнĕ. Çавăн пекех «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче тухнă.

Вилнĕ хыççăн «Çĕнĕ Пăва кĕввисем» кĕнеки тухнă.