Кайри Чиперуй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кайри Чиперуй
Ял
выр. Малое Яндуганово [1]
Координатсем: Ошибка скрипта: Функции «coordinsert» не существует.
Патшалăх  Раççей Федерацийĕ
Федераци субъекчĕ  Чăваш Республики
Муниципаллă район Ӳкерчĕк:Сĕнтĕрвăрри районĕн ялавĕ.png Сĕнтĕрвăрри районĕ
Муниципаллă пĕрлĕх Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕ
Никĕçленнин вăхăчĕ п/м
Халăх йышĕ 100 (2009)
Вăхăт тăрăхĕ MSK (UTC+3)
 - Çуллахи MSK+1 (UTC+4)
Почта индексĕ 429588
Телефон префиксĕ +783542
ОКАТО кочĕ 97229865006


Кайри Чиперуй, — Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял. Сĕнтĕрпуç ял тăрăхне кӗнӗ, халӗ Сӗнтӗрпуҫ территори пайне кӗрет. Ҫӗнӗ Сӗнтӗр хĕрринче вырнаçнă, юханшыва ял патӗнче пӗвеленӗ.

Тавралӑхӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, Чӑваш плато ҫинче, лӑсӑллӑ-ҫулҫӑллӑ вӑрмансен тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗр юхашывӗнчен тухӑҫ енче, районӑн административлӑ центрӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрри хулинчен 9 ҫухрӑм (тӳррӗн) кӑнтӑралла вырнаҫнӑ. Чи ҫӳллӗ вырӑн — тинӗс шайӗнчен 151 метр ҫӳллӗшӗнче.

Ялпа ҫуммӑн пӗве вырнаҫнӑ, ӑна Сӗнтӗр юханшыва юхса кӗрекен Ҫӗнӗ Сӗнтӗр юханшыв ҫинче пӗвеленӗ.

Кайри Чиперуй, пӗтӗм Чӑваш Ен пекех, Мускав вӑхӑчӗпе (UTC+3:00) пурӑнать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1858 ҫулта 55 арҫын, 61 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1897 ҫулта — 110 арҫын, 112 хӗрарӑм пулнӑ. 1926 ҫулта, СССР патшалӑхӗнче пӗрремӗш ҫырав иртнӗ чухне, ятла 65 кил шутланӑ, пурӗ 138 арҫын тата 165 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1939 ҫулхи кӑтартусем — 136 арҫын, 187 хӗрарӑм; 1979 ҫулхи кӑтартусем — 67 арҫын, 98 хӗрарӑм.

2002 ҫулта иртнӗ ҫырав ятла 46 кил пулнине кӑтартнӑ, пурӗ 100 ҫынна шутланӑ: 44 арҫын, 56 хӗрарӑм. 2002 ҫулхи ҫырав ялта пурӑнакансен ытларах пайӗ чӑвашсем (93%) пулнине кӑтартнӑ.

2009 çулта 100 çын пурăннӑ. 2010 ҫулта кунта 33 килне 74 ҫын пурӑннине (37 арҫын, 37 хӗрарӑм) палӑртнӑ, 2012 ҫулта — 91 ҫын.

Урамĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта пӗр урам — Ҫыран урамӗ (Набережная).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Яла Малти Чиперуй ҫыннисем XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче никӗсленӗ[2]. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, тыр-пул туса илнӗ, ҫӑпата ӑсталанӑ.

XIX ӗмертен Шупашкар уесĕн Посад-Турхан вулăсне, 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар районне, 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет. 2023 ҫулта, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округа йӗркелесен, унта кӗнӗ.

Районсене йӗркеленӗ хыҫҫӑн Сĕнтĕрпуç ял канашӗнче шутланнӑ. 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен — Пуснаркасси ял канашĕнче, 1931 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнчен — Сĕнтĕрпуç ял канашӗнче, 1959 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен — Чиперуй ял канашĕнче[1]. Халĕ Сĕнтĕрпуç ял тăрăхне кĕрет.

1920-мӗш ҫулсенче пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ, 1932 ҫулта «Осоавиахим» колхоз йӗркеленӗ.

Культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса обелиск вырнаҫтарнӑ.

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялпа ҫуммӑн Малти Чиперуя тата Турханкассине каякан асфальт ҫул иртет. Ҫулӑн тепӗр енче — Сӗнтӗрпуҫ.

Яла Ҫӗнӗ Шупашкартан тухакан автобус маршручӗсем (Карапаша тата Малти Чиперуя каяканнисем) ҫыхӑнтараҫҫӗ[3].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «Чăваш Ен пурăнан вырăнсем» определено несколько раз для различного содержимого
  2. ^ http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=1164
  3. ^ https://vokzal21.ru/raspisanie/cu/novocheboksarsk/cu/maloe-yanduganovo

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.