Калентьева Ирина Николаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ирина Калентьева
Пайăр хыпар
Арлăх: хĕрарăм
Тулли ят: Ирина Николаевна Калентьева
Гражданлăх:
Ăстаçăлăх: маутинбайк
Çуралнă вăхăт: 1977, чӳк, 10
Çуралнă вырăн: Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Тренер(сем): Владимир Краснов
Калентьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Ирина Николаевна Калентьева (çуралнă чухнехи хушамат Ягупова) (10.11.1977, Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çур. ) — сăрт велосипечĕпе (маутинбайк) ярăнакан спортсмен, тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001), кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007), Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ спорт ăсти.

Тренерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ Владимир Николаевич Краснов.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1977 çулхи чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.

Сиднейри олимпиадăра резервра пулнă. Афинăпа Пекинри олимпиадăсене хутшăннă.

Çитĕнӳсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Тĕнче кубокĕн çĕнтерӳçи (1997—2001);
  • Европа чемпионачĕн йĕс медалĕ (2001);
  • Европа чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2003);
  • Тĕнче кубокĕн этапĕсен çĕнтерӳçи (2004, 2005, 2007);
  • Маунтинбайкпа тĕнче чемпионачĕн йĕс медалĕ (2004, 2006, 2008);
  • Тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл медалĕ (2001, 2005);
  • Кросс-кантрипе тĕнче чемпионĕ (2007);
  • Пекинти XXIX çуллахи олимпиадăра йĕс медаль илнĕ (2008).

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]