Калинух Кĕркурийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Калинух Кĕркурийĕ, — «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрă сăввин авторĕ, сăвăç. 1903 çулта Тутарстанăн Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чухăн хресчен çемййнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ тăватă ача çуратнă — Павел, Мĕтри, Кĕркури, Таттюк. Ачаллах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Акă епле аса илет вĕсен пӳртне Михаил Сэниель:

Алăкĕ — хăлтăр-халтăр. Хăлăпĕ — паяв. Шалта — тур кĕтессинче — пысăк кивĕ сĕтел, саксем. Алăк патĕнчĕ — кутник сакки. Кăмаки умĕнче — лаххан. Пĕчĕк шкап пĕккинче — пĕр-ик тимĕр чашăк, крушкă, йывăç кашăк. Урайĕнче, кĕтесре — витрепе чукун. Кăмаки айккинче — хуран. Унта, айне шанкă чĕртсе, старик хăй валли çĕр улми е кĕрпе пăтти, хăш чух яшка пĕçерет, качаки валли — улма хуппи.

Вунă çула çитсен, хăйĕн вунпиллĕкри Мĕтри пиччĕшпе тĕнче тăрăх телей шырама тухса кайнă. Шавлă Пермь хулинче Кĕркури тупăксем туса сутакан хуçа лавккинче «хăма çыпăçтаракан» пулса ĕçленĕ. Кунта нумай ĕçлемен, Мотовилихăри тупă савутĕнче «чăтма çук вĕри кăмака умĕнче, çĕр кăмрăкĕ пăрахакан» вырăнне ĕçлеме куçнă. Иккĕ çул иртсен вăрçăран аслă пиччĕшĕ Павăл тарса килет те тĕрлĕ çĕре саланнă кил-йыша пухма пуçлать.

Октябрь революцийĕ хыççăн вĕсен пурнăçĕ лайăхланать, анчах та 1921 çулта тип шăрăх килсе çитет, выçлăх пуçланать. Каври çемйин каллех саланмалла пулса тухать: хальхинче Пермĕлле Павăлпа Таттюк çул тытаççĕ, Мĕтрипе Кĕркури Çĕпĕре, Семипалатинска тухса каяççĕ. Тепĕр çул тырă ăнса пулать, кил-йыш каллех тăван вырăна пуçтарăнать.

Кĕркури ял активĕ пулăшнипе клуб уçать, каç-каç вĕренме те вăхăт тупать. Клубĕнче спектакльсем, концертсем лартаççĕ, тĕне хирĕçле тата пурнăçри ытти ыйтупа калаçусем ирттереççĕ.

Ку вăхăтра вăл ялти Синдимиров Илтирек пуянăн тин çеç çитĕнсе çитнĕ Минсăлу хĕре юратса пăрахнă. Анчах та Минсăлу пачах та урăххине юратнине пула унăн ĕмĕчĕ пурнăçланмасть. Минсăлу Сахара качча тухать, Кĕркурин вара асапланмалли çеç юлать. Чунĕ кӳтнипе вăл юрă хайлать. Çак юрă вара пĕтĕм чăваш çĕрне хăвăрт сарăлать, «халăх юрри» пулса тăрать.

Каярахпа Кĕркури Саппушник Энтрийен Мархва ятлă хĕрне качча илнĕ, пĕрле виçĕ ача çуратнă.

Вăрçа кайиччен Аксура кĕнеке суту-илĕвĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра чăвашла тухса тăнă «Сунтал», «Капкăн (журнал)|Капкан» журналсене, «Канаш (хаçат)|Канаш» хаçата Саврăшпуç тăрăхĕнче нумай-нумай килте çырăнса илнĕ. Çапла пултăр тесе Кĕркури ырми-канми тăрăшнă.

1942 çулта Кĕркури вăрçăра хыпарсăр çухалать, тыткăна лекнĕ е тăшман енне каçнă тесе хыпар сарăлма пуçласан килĕнче унăн пур хучĕсене çунтарса янă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕркури сăвăç кăна мар, драматург та пулнă. Сăвăсем пуçсăр вăл «Трактор» ятлă лирикăллă комеди, «Минсăлу» тата «Силемпи» драмăсем, темиçе калав çырнă. «Тракторне» Саврăшпуç шкулĕнче 1934 çулхи хĕлле çамрăксем питĕ хавхаланса, ăста выляса панă. Çамрăк тракториста юратакан хĕр рольне Андреева Анна Егоровна вылянă. Андреева Анна вара «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрăна сараканĕ пулса тухать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Юрă çапла çуралнă — «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрă епле çурални çинчен каласа паракан асаилӳ.