Канаш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Канаш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
1925
Канаш
Площадь Ленина2 (Канаш).jpg
Герб
Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Канаш
Координатсем Координатсем: 55°31′00″ с. ш. 47°30′00″ в. д. / 55.516667° с. ш. 47.5° в. д. (G)55°31′00″ с. ш. 47°30′00″ в. д. / 55.516667° с. ш. 47.5° в. д. (G)
Администраци пуçлăхĕ Родион Алексеевич Мясников[1]
Никĕсленĕ 1892
Малтанхи ятсем Шăхран
1925  1925
Лаптăк 18,5 çм²
Центр çӳллĕшĕ 190 м
Климат тĕсĕ континентри вăтам
Йышлăх 2544 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем, вырăссем, тутарсем
Конфесси йышĕ православсем, мăсальмансем
Этнохороним кана́шсем, кана́ш
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83533
Почтă индексĕ 429330
Почтă индексĕсем 429330, 429331, 429332, 429333, 429334, 429335, 429336, 429282[2]
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 407
Официаллă сайт http://www.gkan.cap.ru/
Канаш (Раççей)
Red pog.png
Канаш (Чăваш Ен)
Red pog.png

Кана́ш[3]) — Раççей хули (1925 çултанпа), Чăваш Енри Канаш районĕн администраци центрĕ. Пысăк чукун çулĕн çыхăвĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Хула лаптăкĕ 18,5 км², пĕтĕмпе 55,3 пин çын пурăнать (2001). Мускавран тухăçалла 666 км чукун çулĕ çинче вырнаçнă. Шупашкарпа Канаш хушши 76 км.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ[тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Канаш чукун çул вокзалĕ

Хула историйĕ чугун çулпа тачă çыхăннă. Малтан ку вырăнарах Шăхран ятлă ял ларнă. Ял ячĕпе станци ятне панă. Станци аталаннăçем аталанса пынă — хальхи Канаш хули пулса тăнă.

1911 çул тĕлне хулара 40 суту-илӳ фирми ĕçленĕ. Ытларах енĕпе вĕсем вырăнти вăрмана касса аякалла сутнă.

1912 çулта хулара пуçламăш аслă вĕренӳ училищи уçăлать, 1914 çулта вара вĕрентевçĕсен семинари пулса тăрать.

1919 çулта Канаш шайĕ ӳсет — вăл тĕвĕллĕ станци пулса тăрать.

1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВЦИК постановлени кăларса станцине хула шайне хăпартнă. Вăл вăхăтра хула йышĕ 2 323 çынпа танлашнă.

1929 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулара пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă.

Хулан тепĕр тапхăрĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçланать — вакун юсакан савут тума пуçланă.

1940 çул тĕлне хулара 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне педагогика училищин çĕнĕ çуртне хăпартса лартнă пулнă.

Паллă çынсем[тӳрлет]

Фотопухăм[тӳрлет]

Ленин лапамĕн сăнĕ

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок glava не указан текст
  2. ^ Почтовые индексы г. Канаш //Деловой город
  3. ^ [1] //Шихраны в 1892—1925 годах

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]