Канюкова Александра Семёновна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александра Семёновна Канюкова
Çуралнă вăхăт: 1919, нарăс, 21
Çуралнă вырăн: Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: 2008, кăрлач, 10
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен
Патшалăх:

СССР РФ

Ăслăх сфери: филологи
Ĕç вырăнĕ: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
Альма-матер: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ
Чыславсемпе парнесем


РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ

Канюкова Александра Семёновна (хĕр чухнехи хушамачĕ — Маркова, 21.02.1919, Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АО — 01.10.2008, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).

РСФСР халăха вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1919 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕн Элĕк районне кĕрекен Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.

1943 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕренсе тухнă. 1967-1977 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулнă. Канюкова чăваш чĕлхин историне, диалекчĕсене, лексикине, сасă уйрăмлăхĕсене тепченĕ диалектологи экспедицийĕсене хутшăннă. Виçĕ кăларăмпа тухнă «Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçар»> (Шупашкар, 1959, 1968, 1975) кĕнекинче автор чăваш орфоэпиин тĕп йĕркелĕшсем, синоним, антоним, омоним пулакан сăмахсем, илемлĕх мелĕсем çинчен çырса кăтартнă, вĕсемпе калаçу чĕлхинче епле усă курмаллине палăртнă.

«Чувашская диалектология» кĕнекинче Александра Канюкова чăваш диалекчĕсемпе калаçăвĕсен фонетика, морфологипе синтаксис тата лексика уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, вĕсене хальхи литература чĕлхипе танлаштарса тĕпченĕ.

Филолог студентсемпе вĕрентекенсем валли хатĕрленĕ вĕренӳ пулăшу кĕнекинче автор чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене кăтартакан топонимика материалне кĕртнĕ.

А.И.Яковлева чăваш чĕлхин урокĕсене пани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А.С. Канюкова, Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ çулсенче, Алексей Иванович Яковлева, — вăл хайĕн ашшĕ Иван Яковлевич Яковлев пирки кĕнеке çырма пуçланă, — чăваш чĕлхи урокĕсене панă. Мĕншĕн тесен пулас кĕнекене[2] хатĕрленĕ чухне паллă историкĕн чăвашла çырнă çăлкуçсемпе усă курмалла пулнă.

Тăванлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ăслăх;
  1. Чăваш диалектологийĕн хрестоматийĕ. Ш., 1970;
  2. Чăвашла тĕрёс калаçар. Вĕренӳ пособийĕ. Ш., 1994.
  • Пултарулăх;
  1. Канюкова, Александра Семеновна. Жизнь, отданная театру [Текст] / А. С. Канюкова, А. С. Марков, 1999. - 134

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Александра Семеновна Канюкова / Е.Ф.Васильева, А.А.Сосаева пухса хатĕрленĕ. Ш., 1999.
  1. Александра Семеновна Канюкован çутă сăнарĕ // Ульяновец. – 2008. – 9 юпа. – С. 8.
  2. Алексеев, О. Наука ĕçне пăрахмасть / О. Алексеев // Хыпар. – 1994. – 23 нарăс.
  3. Алексеев, О. Ун умĕнче пуçăмăра таятпăр / О. Алексеев // Хыпар. – 1999. – 19 нарăс.
  4. Алексеев, О. Чун ăшшипе çупăрлать / О.Алексеев // Чăваш хĕрарăмĕ. – 1999. – 20 нарăс.
  5. Асăну сăмахĕ // Хыпар. – 2008. – 3 юпа.
  6. Канюкова Александра Семеновна // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. – Шупашкар, 2006. – С. 113-115.
  7. Ефимов, Л. А. Канюкова (Маркова) Александра Семеновна / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 275.
  8. Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 152-153.
  9. Канюкова Александра Семеновна // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 182-183.
  10. Канюкова Александра Семеновна // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 213.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Исследователи чувашского языка : Канюкова Александра Семеновна
  2. ^ Яковлев А.И. Иван Яковлевич Яковлев. Чебоксары, 1948.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]