Каппадоки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Капподоки (гр. Καππαδοκια, перс. کاپادوکیه, Katpatuka, Чапăр лашасен тĕнчи, лат. Cappadocia) — Кĕçĕн Азире вырнаçнă историре самай палăрнă тăрăх, Турци çĕрне (Невшехир, Кайсери, Аксарай тата Нигде çĕрĕсен йышăнать) кĕрет.

Учхисар хӳтлĕхĕ

Кунта çĕр айĕнчи хуласемпе мăнастырсем пур, тавралăхĕ хăйне евĕрлĕ. Çавна пула кунта çулçӳревçĕсем питĕ нумай килеççĕ. Ку тăрăха ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнче эткерĕ шутне кĕртнĕ.

Places of touristic relevance

Хуласем[тӳрлет]

Капподоки тăрăхĕнчи хуласем ытларах пайĕпе сĕм авалтанах паллă.

Истори[тӳрлет]

Каподоки историйĕ пирĕн эрăччен 5 пин çул каялла пуçланнă. Унтанпа ун çĕрĕсем чылай патшалăха кĕме ĕлкĕрнĕ, Хет, Перси, Рим, Осман империйĕн аллисенче пулса курнă. Ун тăрăхĕнче сахал мар вăрçă иртнĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]