Карăпчак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Scolopax rusticola.jpg

Карăпчак[1] (лат. Scolopax rusticola) — Евраçин вăтам тата субтропик зонинче йăва çавăракан шур такисен йышне кĕрекен пысăках мар вĕçен кайăк. Вырăсла ячĕ нимĕçсен waldschnepfe (буквально «лесной кулик»).[2] сăмахĕнчен пулнă. Даль сăмахсарĕхальхи вăхăтра сайра усăă куракан ытти сăмахсене асăнать — боровой кулик, слука, крехтун, березовик, боровик и красный кулик.[3]

Апатланăвĕ[тӳрлет]

Карăпчакăн тĕп апачĕ - ăман

Тĕп апачĕ - ăман хурчĕ. Çавăнпа нумай гумуслă тăпра çинче апатланать. Унсăр пуçне хурт-кăпшанкăсмпе вĕсен хурчĕсене, эрешменсене çиет. Тырă йышши культурăсен тĕшĕсене, ешĕл калчасене тата çырласене те кăштах çиет. Вăрман хĕрринчи çерем çинче, шурлăхра каçхине е каçпа апатланать. Хуртсемпе ăмансене шыраса хăйĕн вăрăм сăмсине çемçе тăпра ăшне чикет.

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Шаблон:Кĕнеке:Пятиязычный словарь названий животных. Птицы
  2. ^ Позвоночные животные России - Columba livia Gmelin, 1789. Институт РАН им. А. Н. Северцова. Тĕрĕсленĕ 8 сентября 2008.
  3. ^ В. Даль. Толковый словарь живого великорусского языка. — Русский язык.


Каçăсем[тӳрлет]