Катар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Катар (араб. قطر‎‎, вуланать: ˈqɑ̱.tˁɑ̱r) — Азире вырнаçнă патшалăх.

Халăхĕ[тӳрлет]

Вырăнти арабсем шучĕ 40 %. Çапла та Пакистанран (18 %) те, Индирен (18 %), Иранран (10 %), тата ытти араб çĕршывĕсенчен тухса килнисем пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхи — араб чĕлхи, анлă сарăлнă акăлчан чĕлхи. Патшалăх тĕнĕ — ислам, суннит енлĕ, иранецсем — шиитсем. 90 % яхăн халăхĕ шĕкĕр хулара тата унăн тулашĕнче пурăнать. Кунта нефть промыçлине килекен иммигрантсем халăх шутне питĕ ӳстереççĕ.

Истори[тӳрлет]

  • VII ĕмĕртенпе Араб халифатĕнче.
  • XIII-XIV ĕмĕрсенче Бахрейн эмирĕсем айĕнче;
  • XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче — Португали империнче, кайран — Осман империнче.
  • 1916—1971 çулсенче Британи протекторатĕнче.

Тулашри политикăра Саудсен Арави енне пăхать. Катар — одно из самых «открытых» арабских сообществ. Кунта вырăнти телеканал «Аль-Джазира» ĕçлет. Укçа — Катар риалĕ. Наци уявĕ — авăн, 3 (Ирĕклĕх Кунĕ).

Çутçанталăкĕ[тӳрлет]

Çĕршывăн пĕтĕм çĕрĕ тенĕ пекех пушхир. Çурçĕрте — лутра хăйăрлă сайра оазиссемлĕ айлăм, куçса çӳрекен хăйăрсемлĕ(эолсем); çурутравăн варринче — чуллă пушхир, тăварлă вырăнĕсемпе; кăнтăрта — çӳллĕ хăйăр сăрчĕсем. Климачĕ континентлă тропиклă, типĕ. Çулла температура сайра мар +50 °C çити хăпарать. Çурутрав шыв енчен чухăн. Пĕрмай юхан шывсем çук, чылай шывне тинĕсрен кăларса тăварне уйăрса илеççĕ. Çĕр айĕнчи шыв çăлкуçĕсем тата оазиссем çурçен енче пулаççĕ. Чĕрчунсем енчен чухăн.