Кашкар Махмучĕ
Махмуд ибн ал-Хусайн ибн Мухаммад ал-Кашгари (уйг. مەھمۇد قەشقىرى, Мәhмут Қәшқәри; 1029—1101) — Кашгар тĕрĕк ăсчахĕ. Карахан ăрăвĕн тăрамлахĕнче пурăннă. Ашшĕ Баласагун хулан хуçи пулнă. Кашгари ытларах Багдадра ĕçлесе пурăннă. Унта вăл «Тĕрĕк чĕлхисен пухăвне» (Kitâbü divân-i lûgat it-Türk) — тĕрлĕ тĕрĕк чĕлхисен хыпарлă сăмахсарне хатĕрлет.
Тупмалли |
Махмуд ал-Кашгари [тӳрлет]
Ӗçĕсем [тӳрлет]
- «Диван лугат ат-тюрк» ("Словарь тюркских наречий"), Зифа-Алуа Ауэзова-Эрмерс пĕрремĕш вырăсла куçарнă, Алматы, «Дайк-Пресс», 2006, 1300 стр. [1], [2],
[3].
Цитатăсем [тӳрлет]
Кашгар Махмучĕн кĕнекинчи сыпăксем унăн шухăш-туйăмне ăнлантараççĕ.
«Вăхăтăн кунĕсем васкатаççĕ, этемĕн вăй-халне туртса илеççĕ, çут тĕнчерен арсене уйăраççĕ… Çавăн пек унăн йăли, унсăр кунта — пĕр шăпа. Тĕллесе тĕнче сăнăпа персе тусен тăррисене çурать».
«Ывăлăм, эпĕ сана валли ырлăх сĕнĕвĕсене паратăп. Ырă ара тупсан, ун хыççăн ут (тӳррĕн.: ун куçĕнчен пăх)».
«Тĕнче каçĕсемпе кунĕсем çӳрекенсем пек иртеççĕ. Урлă каçакансенчен вĕсем вай-хал туртса илеççĕ».
«Этемĕн япалисем — унăн тăшманĕсем. Пурлăх пухăнчĕ пулсан, çӳлтен хама юхтарасла мăн чул пек кĕмсĕртетсе шыв анчĕ тесе шухăшла. Пур ар çын япала пиркиех пăсăлса кайрĕç. Пурлăха курсанах, вĕсем ун çине гриф (?) тупăш çине ывтăннă пекех ăнтăлаççĕ. Вĕсем хăйсен пурлăхне хупса упраççĕ, хăйсем усă курмаççĕ, хыт-кукаррăн макăрса ылтăн пуçтараççĕ. Турă пирки манса кайса пурлăхшăн çăтăхса ывăлĕсене, тăванĕсене чăннипех пĕтереççĕ».
«Ырлăх патне туртăн, чуна пуянлатсан мăн кăмăллă ан пул».
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
- Кешин Константин. Судьба и наследие первого тюрколога
- Диване Лөгатет-Төрк
| Ку вĕçлемен статья ăсчах-историк пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |