Кембридж университечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Координатсем: 52° с. ш. 0° в. д. / 52.203° с. ш. 0.12° в. д. (G)

Ке́мбридж университечĕ
Cambridge University Crest - flat.png
KingsCollegeChapelWest.jpg
Йыхрав лат. Hinc lucem et pocula sacra, «Çакăнта эпир пĕлӳпе хаклă ăслăх туянатпăр»
Никĕсленĕ çул 1209[1]
Тĕс халăх
Президент Филипп, Эдинбург херчăкĕ
Студентсем 18 396[2]
Вырнаçăвĕ Кембридж х., Кембриджшир графлăхĕ, Flag of England.svg Англи, Flag of the United Kingdom.svg Аслă Британи.
Юридици адресĕ University of Cambridge, The Old Schools, Trinity Lane, Cambridge CB2 1TN, UK
Сайт http://www.cam.ac.uk
Тринити-колледжĕ, Троица залĕ Клэр Колледжĕ витĕр Патша колледжĕн часовнине Таса Джон колледжĕ çинчен сăнасан. Сулахайра, Патша колледжĕн часовни умĕнчех, университетăн Сенат çурчĕ вырнаçнă.

Ке́мбридж университечĕ (акăл. University of Cambridge, лат. Universitas Cantabrigiensis) — никĕсленĕ çулĕпе Аслă Британин иккĕмĕш, Оксфорд хыççăн, тĕнчере тăваттăмĕш университет; Аслă Британипе Ирландин «ватă университетсенчен» пĕри, тĕнчери паллă университечĕсен йышне кĕрет, элита Рассел ушкăнĕн пайташĕ.

Университет Кембридж хулинчи ăсчахсенчен йĕркеленĕ, кунта вĕсем, çул çӳревсене шĕкĕлчесен, 1209 çулта Оксфордран унти студент хулара пурăнан хĕрарăма вĕлернĕ хыççăн куçса килнĕ[1]. 1214 çулта университет йĕрке-йăлине çирĕплетнĕ. Çав йĕркелĕхпе аслă пĕлӳ керменĕн ректорĕ, вĕренӳ программи тата вĕçĕнче экзаменсем пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче çут тĕнчери мĕнпур пĕлĕве мăнастăрьсенче пухнă. Мăнастăрьтипе танлаштарсан, университетра ăслăха, философие, логикăна, математикăна вĕрентнĕ. Кембриджпа Оксфорд университечĕсене пĕрле тăтăшах «Оксбридж» теççĕ. Çак иккĕ университет пĕр-пĕринпе питĕ ăмăртса пурăнаççĕ.

Кембридж университечĕпе çыхăннă çынсем хушшинче 88 нобель лауреачĕ — çак кăтартупа вăл аслă пĕлӳ шкулĕсем йышĕнче малти вырăнта шутланать[3].

Кембридж университечĕн колледжĕсем[тӳрлет]

Хальхи саманта Кембридж университечĕ йышне 31 колледж, вĕсенчен виççĕшне хĕрарăмсене кăна илеççĕ (Нью Холл, Ньюнхэм тата Люси Кавендиш). Ытти 28 колледжĕ — хутăш. Магдалена колледжĕ юлашки арçын колледжĕ шутланнă, хĕрарăмсене 1988 çулта кăна илме пуçлаççĕ. Икĕ колледжа аспирантсене (акăл. post-graduate students) кăна (Клэр Холл тата Дарвин), тепĕр тăваттăшне ытларах çула çитнĕ студентсене е аспирантсене (graduate) (Хью Холл, Люси Кавендиш, Тс. Эдмунд тата Вулфсон) илеççĕ. Ытти 25 колледжа студентсене те, аспирантсене те йышăнаççĕ.

Кембриджра темиçе теологи колледжĕ, тĕслĕхрен университетпа çыхăннă Кембриджри теологи федерацийĕ урлă Вестминстер тата Ридли Холл колледжĕ.

Колледжсен ят-йышĕ тата вĕсене никĕсленĕ çулсем:

Паллă профессорсем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 A Brief History: Early records. University of Cambridge. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 17 çурла уйăхĕн 2008.
  2. ^ Table 0b - All students FTE by institution and level of study 2004/05 (Microsoft Excel spreadsheet). Higher Education Statistics Agency. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 1 çĕртме уйăхĕн 2008.
  3. ^ Страница Нобелевских лауреатов университета. University of Cambridge. çăлкуçран архивланă 25 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 13 нарăс уйăхĕн 2010.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]