Киву (кӳлĕ)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ки́ву — тĕп Африкăри Руандăпа Конго Демократиллĕ Республики чиккинчи кӳлĕ, Африкăри мăн кӳлĕсенчен пĕри. Киву кӳллинчен шыв Рузизи юханшыв витĕр кăнтăралла юхса Танганьикăна каять.
[тӳрлет] Географи
Тусем варринче вырнаçнă. Кӳллĕн лаптăкĕ 2700 км² яхăн, шыв шайĕ тинĕсрен 1460 м çӳлерех. Кӳлĕ рифт айлăмĕнче вырнаçнă. Айлăм сарăлса вулкан хастралăхне ӳстерсе кӳлле тарăнлатать. Кӳллĕн тарăнăшĕ 480 м, тарăнăшĕпе вăл кӳлĕсен хушшинче 16-мĕш вырăнта. Кӳлĕре Иджви утравĕ пур.
1948-мĕш çулта кӳлĕпе юнашар вырнаçнă Китуро вулкан вăраннă, çавăн хыççăн кӳлĕре шыв вĕреме тытăннă, пулăсем пиçсе кайнă. Вырăнти халăх çав пулла кӳлĕрен кăларса çинĕ. [çăл куç?].
[тӳрлет] Фауна
Кӳлĕре барбуссем ĕрчеççĕ. Крокодилсем çук.
[тӳрлет] Каçăсем
| Киву (кӳлĕ) Викиампарта? |
| Африкăри мăн кӳлĕсем |
|---|
| Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса) |