Киль эрни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Парăс киммисем Киль портĕнче Киль эрнинче, 2006 çул

Киль эрни (ним. Kieler Woche) — тĕнчери паллă парăс спорчĕн ăмăртăвĕ тата çав хушăрах Германин çурçĕрĕнчи çуллахи чаплă уяв.

Киль эрнине Кильре кашни çул çĕртмен юлашки эрнинче иртереççĕ.

Халĕ парăс регати — Киль эрнин паллă пулăмĕ — Киль-Шилькзее одимп центрĕнче иртет. Çулсерен Киль эрнине 2000 яхăн кимĕ тата 3 миллион турист килет.

Киль эрнинче çирĕпленсе юлнă элемент — мусăк фестивалĕ, унта пĕтĕм тĕнчери мусăкçăсем пуçтарăнаççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • çĕртме, 23, 1882 çул — парăс киммисен пĕрремĕш чупăвĕ, 20 яхта хутшăннă. Пулăм ăнăçлă иртине пула кашни çул пуçтарма йышăннă.
  • 1889 çул — регатăна пĕрремĕш ăстрăм герман императорĕ Вильгельм II килсе курать.
  • 1892 çул — регатăна 100 парăс кимми хутшăннă
  • 1894 çул — регата хăйĕн Киль эрни ятне туяннă
  • 1895 çул — Киль эрни вăхăтĕнче Киль каналĕ ĕçе кĕнĕ, ун чухне вăл Вильгельм кайзер каналĕ ятлă пулнă
  • 1907 çул — Киль эрнин 25-çуллăхĕнче регатăна 6 000 кимĕ хутшăннă
  • 19141918 çç. — Киль эрнине Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине пула ирттермен
  • 1936 çул — Кильре пĕрремĕш ăстрăм Олимп вăййисен парăс ăмăртăвĕсем иртнĕ
  • 19401946 çç. — Киль эрнине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пула иртермен
  • авăн, 1947 çул — Кильре пĕрремĕш «Çĕкленекен Киль» (ним. Kiel im Aufbau) фестиваль иртет
  • çĕртме вĕçĕ, 1948 çул — вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш Киль эрни
  • авăн, 1948 çул — иккĕмĕш «Kiel im Aufbau» фестивалĕ иртнĕ
  • 1949 çул — «Kiel im Aufbau» Киль эрнин пайĕ пулса тăрать
  • 1950 çул  — Киль эрнине пĕрремĕш ăстрăм Теодор Хойс, Германин пĕрремĕш президенчĕ, килнĕ
  • 1972 çул — Çуллахи Олимп вăййисен Кильри Иккĕмĕш парăс ăмăртăвĕсем
  • 1982 çул — Киль эрнин 100-çуллăхлă каçалăкĕ
  • 1995 çул — Киль каналĕн 100-çуллăхлă каçалăкĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]