Кил-çурт шăшийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кил-çурт шăшийĕ
Кил-çурт шăшийĕ

Кил-çурт шăши — кăшлакансен йышшне кĕрекен чĕрчун, кĕлетки 7-10 сантиметр таран пулать, хӳри - 5-8 сантиметр, йывăрăшĕ - 15-25 грамм. Ку шăши хĕллехи вăхăтра кил-çурт таврашĕнче пурăнать, çулла уя васкать. Уйри тырă пулса çитнĕ вăхăтра вĕсен йышĕ 3-4 хут ӳсет. Кил-çурт шăшийĕ нимле апат та тиркемест. Ăна кунĕпех шырать, анчах та ытларах каçхине апатланать. Талăкра ăна 3,5 грамм апат кирлĕ. Кил-çурт таврашĕнче пурăнакан шăши лайăх çанталăк пулсан çулталăкра 3-4 хутчен çăвăрлать. Кил-çурт шăши çемйи пĕр аçапа 2-3 амаран тăрать. Çурасем ӳссе çитсенех вĕсене аçи хăваласа ярать. Шăши ĕмĕрĕ 3 çултан иртмест.

Кил-çурт шăшийĕ (Mus musculus).
Ön dişler