Кино кунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кино кунĕ, — кинона халалланă уяв кунĕ.

Тĕнчере[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кино кунне тĕнчере раштавăн 28-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Раççейре[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççейре кино кунне уйрăмман çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче уявлаççĕ. Ку куна палăртма пуçланипе çыхăннă хушусем: 1980 çулхи юпа уйăхĕн 1-мешĕнче тухнă СССР Аслă Канаш Президиумĕн 3018-Х номерлĕ «О праздничных и памятных днях» (Уявпа асăну кунсем çинчен) хушăвĕ, 1988 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче тухнă СССР Аслă Канаш Президиумĕн 9724-XI номерлĕ «О внесении изменений в законодательство СССР о праздничных и памятных днях» (Уявпа асăну кунĕсем çинчен калакан СССР саккун тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен) ăна тӳрлетекен хушăвĕ.

Раççейре пĕрремĕш кинокартинăна 1908 çулхи юпа уйăхĕн 15-мешенче кăтартнă. Вăл лента пурĕ 7 минут тăсăлнă. Пĕрремеш тĕрлĕ тĕслĕ «Потёмкин броненосецĕ» кинокартинăна Раççейре пĕрремĕш хут 1925 çулта кăтартнă.