Китмар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Китмар — Чулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Лысковăпа Кстово районĕсем тăрăх юхать.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв çăлкуçĕ Прокошевкăпа Высоково ялĕсенче кăнтăр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Юркино патĕнче Атăла юхса кĕрет. Ташлыковăпа Кисловка патĕнче юханшыва пĕвеленĕ.

Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв хĕрринче Высоково, Прокошевка, Мăн Лебедево, Чернышиха, Ачапное, Ташлыково, Лыткино, Кисловка, Саревка, Покровка, Окинино тата Юркино ялсем вырнаçнă.