Киш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

КишИкшывхушши (Ирак) çĕрĕнчи, Вавилонран çурçĕр-тухăç еннелле18 çухрăмри авалхи хула.

Истори[тӳрлет]

Киша (хальхи Телль-Ухаймир) пирĕн эрăччен IV пинçуллăхăн пуçламăшĕнче унчен пулнă пурăну вырăнĕсенче никĕсленĕ.

Киш хулин пĕрлĕх турри Забаба шутланнă. Киш номĕ шутне каярах никĕсленĕ Хурсанг-калама («Вăрманлă ту çĕр-шывĕ») хули те кĕнĕ.

Пирĕн эрăччен XXVIII ĕмĕрте шумер йăхĕсен пĕрремĕш пĕрлĕхĕн тĕпĕ пулнă. Малтанхи ăру тапхăрĕн пуçламăшĕнче Киш хулине халăплă I-мĕш ăрăвĕ тытса тăнă («Патша шучĕсем» хут çинче). Кишăн тăрăмĕсем пĕрремĕш «лугаль» («мăн çын») титульне йышăнса çӳренĕ, пулас, каярах вăл «патша» палăртăвĕ пулса тăрать. Вĕсем юнашар номсене, çĕршывăн кăнтăр çĕрĕсене тарин, хăйсен çар хӳтĕлĕвне кĕртесшĕн кĕрешнĕ. Кайранпа «Киш лугалĕ» палăрту «патша-гегемонĕ» тенĕ, вăл уйрăм номсенчен çӳлти шайра тăраканни пулнă.

Малтан Кишăн I-мĕш ăру тăрăмĕсен шучĕсем Этанаран пынă. Кайран Киш тăрăмĕсен (Этана умне) вырăнти семит çарпуçĕсемпе тотемĕсен ячĕсене çырса хунă, анчах вĕсен хăйсен тымарĕпе, «патшасен» шутне кĕме чапĕ пулман. Пур киш шучĕсенче — Этана хыççăн та, умĕн те – патша тытăмлăхĕн çулĕсене питĕ нумайлатса тĕрĕс мар çырнă.

Пирĕн эрăччен XXVI ĕмĕрччен Киш тăрăмĕсем Çурçĕр Икшывхушшинче чи мăнаçлăхли шутланнă.

Пирĕн эрăччен XXIV ĕмĕрте Киш хулине шумер патши Лугальзаггиси ишĕлтерет, çакăн хыççăн тӳрех аккад патши Саргон ăна юсаса лартать. Малашнелле Киш хăй тĕллĕн тытăнса пуранаймасть, Вавилон калăплă çĕрĕн тĕпĕ пулса тăрать, каярах Ахеменидсен, Парфян патшалăхĕн, Ахеменидсен тăрăмĕнче, Парфян патшалăх шутĕнче тата Сасанидсен пăхăнăвĕнче пулнă.

1912 тата 1923—32 çулсенчи археологи ĕçĕсенче обнаружены остатки дворца пирĕн эрăччен XXVIII—XXV ĕмĕрсенчи 2 çуртран тăракан карманăн ишĕлчĕкĕсене тупнă: пĕрри — авалтараххи — тӳрĕ тăваткĕтеслĕ, турулсемлĕ, хӳтлĕх хӳмипе çаврăннă, тепри — каярах тапхăрти — анăç пайĕнче тĕп тĕнĕлĕнче 4 юпаллă ансăр зал, тухăç пайĕнче — парапет çинчи юпасемлĕ галерея. Малтанхи ăру тапхăрĕнчи (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăхăн 2-мĕш чĕрĕкĕнче), некропольти чылай керамика, бронзă, хĕçпăшал тата капăрлăхсене, цилиндăрлă пичетĕсене тĕпченĕ. Аккад тата ун хыççăнхи тапхăрĕсен çурчĕсене (çав шутра 3 кермен), çаплах савăл çырулăх хучĕсене (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕ —1-мĕш пинçуллăхсенчи) тупса тĕпченĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]