Клементина де Жесус

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Клементина де Жесус
Патшалăх

22x20px

Профессисем

юрăç

Жанрсем

самба

Суя ятсем

Мама

Клементина де Жесус (порт. Clementina de Jesus), (1901 çулхи нарăс, 7 , Рио-де-Жанейро штачĕ, Бразили1987 çулхи утă, 19, Санту-Андре, Сан-Паулу, Бразили) — самба стилĕпе ĕçленĕ бразил юрăçĕ.

Ытти артистсемпе танлаштарсан, унăн юрăç карьери кĕске пулнă пулсан, Клементина де Жесус Бразилире карнавалсенче тата чухăнсем кăмăллакан юрăç шутланать.

Юрăç карьерине вăл 63 çулта пуçланă. Унăн сассине тăваттă соло, çаплах паллă артистсемпе пĕрле çырнă альбомĕнче итлеме пулать.

Бразилире ăна мама теççĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

Юрăç Валенси тулашĕнче (Рио-де-Жанейроран кăнтăралла), Карамбита районĕнче çуралнă[1]. Клементина саккăр çул тултарсан, çемье Рио-де-Жанейро хулине, Освальдо Крус районне пурăнма куçнă.

20 çул ытла вăл хăна çуртĕнче ĕçленĕ. 1963 çулта ăна Эрминио Бeллo де Карвальо композитор асăрханă та Роса-де Ауро-шоувĕпе Бразилин хăшпĕр хулисене çитме чĕннĕ. Вăлах Одеон Рекордс сасă çыракан студире диска çырса кăларма пулăшнă.

1983 çулта вăл ытти артистсемпе пĕрле, çав шутра Паулиньо да Альта, Жоао Ногейра тата Элизе Кардозу, Рио-де-Жанейро хулин театрĕнче, ĕçленĕ.

Клементина де Жесус инсульта пула Санто-Андре хулинче 1987 çулхи утăн 19-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.

Дискографи[тӳрлет]

  • 1966 - Clementina de Jesus (Odeon MOFB 3463)
  • 1970 - Clementina, cadê você? (MIS 013)
  • 1973 - Marinheiro Só (Odeon SMOFB 3087)
  • 1976 - Clementina de Jesus - convidado especial: Carlos Cachaça (EMI-Odeon SMOFB 3899)
  • 1979 - Clementina e convidados (EMI-Odeon 064 422846)
  • 1965 - Rosa de Ouro - Clementina de Jesus, Araci Cortes e Conjunto Rosa de Ouro (Odeon MOFB 3430)
  • 1967 - Rosa de Ouro nº 2 - Clementina de Jesus, Araci Cortes e Conjunto Rosa de Ouro (Odeon MOFB 3494)
  • 1968 - Gente da Antiga - Pixinguinha, Clementina de Jesus e João da Baiana (Odeon MOFB 3527)
  • 1968 - Mudando de Conversa - Cyro Monteiro, Nora Ney, Clementina de Jesus e Conjunto Rosa de Ouro (Odeon MOFB 3534)
  • 1968 - Fala Mangueira! - Carlos Cachaça, Cartola, Clementina de Jesus, Nélson Cavaquinho e Odete Amaral (Odeon MOFB 3568)
  • 1982 - O Canto dos Escravos - Clementina de Jesus, Tia Doca e Geraldo Filme - Canto dos Escravos (Vissungos) da Região de Diamantina - MG. Memória Eldorado.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]