Клементьев Александр Клементьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Клементьев
Çуралнă чухнехи ят: Клементьев Александр Клементьевич
Çуралнă вăхăт: 1925, пуш, 17
Çуралнă вырăн: Тенеяль ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1993
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçĕ, журналисчĕ
Жанр: повеç, сăвă, калав, поэма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Клементьев Александр Клементьевич, (1925, пуш, 17, Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕ — 1993, Шупашкар, Чăваш Ен) — — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1925 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕренсе тухсан Канашри фельдшер шкулĕнче пĕлӳ илнĕ.

1943 çулта вăрçăна илсе кайнă. Санинструктор пулнă. Çартан таврăнсан, Вăрнар санаторинче лаборант пулса ĕçленĕ. Кайран ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме кӳленнĕ. Сăвăсем çырма пуçланă.

Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тата Мускаври литература институтĕнче (кĕрет мар майпа) пĕлӳ илнĕ. 1947-1953 çулсенче Тăвай районĕнче шкулта вăй хунă.

1953 çултанпа «Ялав» журнал редакцинче дитература уйрăмĕнче, Тăвай районĕн хаçатĕнче яваплă секретарь вырăнĕңче ĕçленĕ. Юлашки çулĕсенче Шупашкар районĕнчи Апашри вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1947 çулта «Ялав» журналăн кăларăмĕнче унăн пĕрремĕш поэмине («Юрату») пичетленĕ, 1949 çулта «Пĕрле ӳснĕ тантăшсем» калав кун çути курнă.

Темиçе кĕнеке тухнă:

  • «Тантăшсене» (1956);
  • «Телей сунатăп»;
  • «Илемлĕ чĕреллисем» (1961);
  • «Атăл хумхансан» (1963);
  • «Вунçиччĕрисем» (1966);

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]