Клокотница патĕнчи çапăçу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Клокотница çывăхĕнчи çапăçу1230 çудхи пушăн 9-мĕшĕнче Полхарипе Эпир хушшинче пулса иртнĕ çапăçу. Полхарсем çĕнтернĕ, Балкан çурутравĕнче вĕсен патшалăхĕ чи вăйли шутне кĕме пуçланă.

Хирĕçӳ сăлтавĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1221-1222 çулсенче II Иван Асень полхар патшипе Феодор Комнин эпир деспочĕ пĕр-пĕринпе килĕшӳ туса Латин империйĕпе кĕрешме калаçса татăлнă пулнă. Вăрçă ăнăçлă иртнĕ — Эпир деспот Фессалоник патшалăхне çĕнтерсе илсе импери пулса тăнă, Тăнайçи Пăлхарĕн пăхăнăвне вара Македони çĕрĕсем (Охридпа пĕрле) куçнă.

1228 çулта латин империйĕн патши Роберт де Куртене вилнĕ. II Болдуин çак вăхăт тĕлне ытла пĕчĕк пулнăран импери ĕçĕсене урăххин тытса пымалла пулнă. Ку ĕçе ытларах II Иван Асене шанса парасса кĕтнĕ. Кустантине таврăнас шухăшсем те пулнă Феодорăн, унăн ĕмĕтне пурнăçлама чараканни Пăлхар патшалăхĕ пулнăран 1230 çулăн пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче вăрçă пуçланнă.

Çапăçу[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăлхарсене çĕнтерес шухăшпа Феодор пысăк çар пухнă — унта анăçран лекнĕ кăралçăсем те пулнă. Çĕнтерӳ унăн аллинче пуласса шанса вăл хăйĕнпе пĕрле арăмĕпе ачисене те илнĕ.

Полхари патши хăйĕн патшалăхĕ çине тапăнни çинчен пĕлсен ытла пысăк çар пухайман — пурĕпе темиçе пин çеç пуçтарма ĕлкернĕ. Ун çарĕ шутпе кăпчак юланут çарĕ те кĕнĕ. Кăралçăсене пухса çитернĕ хыççăн вăл тӳрех тăшмана хирĕç вĕçтернĕ.

Пушăн 9-мĕшĕнче икĕ çар Клокотница ял çывăхĕнче тĕл пулнă. II Иван ăста çарпуçĕ пулнă — тăшмана сасартăк тапăнса самай пысăк çара аркатма пултарнă. Унăн аллине Феодор арăмĕпе тата ачисемпе тыткăна лекнĕ.

Пĕтĕмлетӳ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

II Иван унăн тыткăнне лекнĕ кăралçăсене пурне те ирĕке янă. Ку унăн чапне самай çĕкленĕ — ун çулĕ çине лекнĕ самай хӳтлĕх çапăçусăр парăнма пуçланă. Çапла май Фракипе Фессалоник хушшинчи çĕрсем, Адрианополь, Дидимотика, Серра хулисемпе пĕрле, Болгарине кĕме пуçланă. Эпир диспотачĕ икĕ патшалăха пайланнă — пĕрин тĕп хули Фессалоникре пулнă, теприн — Артăра.

Феодора II Иван малтах лайăх йышăннă, кайран вара, килĕшĕве пăснăшăн, ăна суккăрлатнă.

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]