Князькин Николай Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Николай Григорьевич Князькин
Ӳкерчĕк:KnjazkinNikGr.jpg
Çуралнă вăхăт 1919 çул, пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Кивĕ Улхаш ялĕ
Чăнлă районĕ РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1943 çул, чӳкĕн 6-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Хотив, Киев облаçĕн Киево-Святошин районĕ, Украина
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ танк
Хĕсмет çулĕсем 1939-1943
Хисеп
Аслă сержант
Аслă сержант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Николай Григорьевич КнязькинСовет Союзĕн Паттăрĕ [1], аслă сержант, танкист. Вăл 1919 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. Чăваш. 1934-мĕш çулта тăван ялта 7-çулхи шкул пĕтернĕ. "Труд" колхозра шофер пулнă, 1938-мĕш çулта вербовкăпа Иркутск хулине кайса шофер пулса ĕçлет. 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăрать. Вăрçă пуçлансан механик-водителе вĕренме яраççĕ, кайран уралти танк тăвакан завода куçараççĕ.

Пĕр тăванĕ вилсен хăйне фронта яма ыйтать. Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне, Букрин тата Лютеж плацдарăмĕсенчи çапăçусене хутшăнать.

Кейӳ облаçĕнчи Мироново районĕнчи Малый Букрин патĕнчи çапăçура 2 тупă, 2 перекен вырăна, ротăна таран пехотăна пĕтерет. Хотив ялĕ патĕнчи çапăçура 2 тупă, 30 таран лаша урапи тата тăшманăн 3 огнеой точкине пĕтерет. Çав çапăçура вилет. Хотив ялĕнче пытарнă[2], [3].

Чыславĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Совет Союзĕн Паттăрĕ [4].
  • Ленин орденĕ.
  • Кивĕ Улхашра ăна асăнса урам ятне панă, ял варринче палăк лартнă. Иркутск хулинчи мемориалта ун ятне асăннă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 января (№ 3 (263)). — С. 1
  2. ^ Чувашская энциклопедия
  3. ^ Фотолетопись "Ульяновцы: путь к победе"(ĕçлемен каçă)
  4. ^ www.podvignaroda.ru/

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Во славу Родины (1941—1945). М., 1961.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 1. М.: Воениз., 1987
  • Кузнецов И.И. Золотые звезды иркутян. - Иркутск, 1982.
  • Малыгин К.А. В центре боевого порядка. М. Воениздат. 1986.
  • Ульяновцы в боях за Родину. 2-е изд. Саратов, 1964.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Князькин Николай Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.