Коккинаки Владимир Константинович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Константинович Коккинаки
200px
Çуралнă вăхăт

1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ

Çуралнă вырăн

Новороссийск РСФСР

Вилнĕ вăхăт

1985 çул, кăрлачăн 7-мĕшĕ

Вилнĕ вырăн

Мускав

Пăхăнулăх

Flag of the Soviet Union.svg СССР

Çар ăрачĕ

авиаци

Хĕсмет çулĕсем

1925-1985

Хисеп
Генерал-майор
Çапăçусем/вăрçăсем

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

Чыславсем тата парнесем
Совет Союзĕн Паттăрĕ Совет Союзĕн Паттăрĕ
Ленин орденĕ
Ленин орденĕ
Ленин орденĕ
Ленин орденĕ
Ленин орденĕ
Ленин орденĕ
Шаблон:Октябрь Революцин орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Владимир Константинович Коккинакивĕçевçĕ-тĕпчевçĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (1938, 1957), СССР тава тивĕçлĕ вĕçевçĕ-тĕпчевçи (1959), авиаци генерал-майорĕ (1943). Владимир Константинович 1904 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Новороссийск хулинче çуралнă. 1985 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Мускавра унăн чĕри тапма чарăннă.

Пурнăçĕнчи ĕçĕсем[тӳрлет]

  • 1936 çулхи ака, 20 кунĕнче çĕршывра пĕрремĕш Нестеров ункине икĕмоторлă самолёт çинче вĕçевре туса кăтартнă.
  • 1938 çулхи çĕртме, 27-28 ЦКБ-30 «Москва» самолёт çинче А.М. Бряндинский штурманпа пĕрле пĕр анса лармасăр Мускавран – Аякри Тухăçа 7580 çм вĕçсе тухнă.
  • 1939 çулхи ака, 28-29 ЦКБ-30 «Мускав» самолёчĕ çинче М.Х. Гордиенко штурманпа пĕрле Мускавран АПШ-на çити пĕр анмасăр 8000 км вĕçсе çитнĕ.

Коккинаки 22 тĕнчери рекордсене пурнăçа кĕртнĕ.

Çĕнĕ тĕслĕ самолетсене тĕпчекенсен пуçлăхĕ (1941-1945) пулса ĕçленĕ. Тĕнчери авиаци федерацийĕн вице-президенчĕ (1961), президент, 1968 çулхи раштав уйăхĕнчен — хисеплĕ президенчĕ.

Хисепĕсем[тӳрлет]

  • Ленин премийĕ (1960).
  • Ленин орденĕ
  • Октябрь Революци орденĕ,
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ, 3 хут,
  • 1-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçи орденĕ, икĕ хут
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,тăватă хут
  • медальсем,
  • ютçĕр чап паллисем.
  • 1965 çулта ФАИ Авиацин Ылтăн медальне тивĕç пулнă.