Колюш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Колюш
Coluche
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Michel Colucci
Çуралнă вăхăт: юпа, 28, 1944 ç.
Çуралнă вырăн: Парис, Франци патшалăхĕ
Вилнĕ вăхăт: çĕртме, 19, 1986 ç.
Вилнĕ вырăн: Грас, Франци
Гражданлăх: Франци Франци
Професси: актёр, сценарист
IMDb: ID 0173354
http://www.coluche.fr

Колю́ш (фр. Coluche, чăн ячĕ — Мише́ль Колюччи́ (фр. Michel Colucci); юпа, 28 1944, Парис — çĕртме, 19 1986, Грас) — франци комикĕ, актёрĕ тата сценарисчĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1980 çулхи юпа уйăхĕнче Колюш патшалăхри политика лару-тăравĕпе килĕшменнине пула Франци пррезиденчĕ вырăнĕшĕн кĕрешес пирки пĕлтернĕ. Хаклавсемпе, вăл 16 % таран сасă пуçтарма пултарнă, уншăн чылайрахăш интеллектуал майлă пулнă. Хăйĕн вилĕмĕччен Колюш масштаблă социаллă акцие пуçарса ярать: Францири «Restaurants du coeur» социалă пулăшу — чухăнсене тӳлевсĕр апат çитермелли стационар пункчĕсене — йĕркелет. Çак ресторансем халĕ те ĕçлеççĕ.

1986 çулта çулла, Францин кăнтăр енче мотоциклпа çапăнса вилнĕ.

Астăвăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çултанпа артист Парисре юлашки çулсенче пурăннă çуртран инçе мар лапама Колюш ятне панă.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ссылки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:«Сезар» кинопарне лауреачĕсем, арçын ролĕшĕн