Компьютер программипе тăлмачлани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Компьютер программипе тăлмачлани (КПТ, акăл. Computer-Aided Translation) — компьютер программисемпе текста тăлмачлани. Тăлмач-программа тăлмачланинчен уйрăлса тăрать: çын хăй тăлмачлать, компьютер программи ăна çак процессра пулăшса кăна пырать.

Паянхи куна тăлмачланă чух нумайрах электрон сăмахсарĕсемпе тата тăлмачлани астăвăмне ертсе пыракан программăсемпе усă кураççĕ.

Пĕтĕмĕшле тишкерни[тӳрлет]

Компьютер программипе тăлмачлани шутне кĕреççĕ:

  • Сăмахсен тĕрĕс çырнине тĕрĕслекен программăсем;
  • Грамматика тĕрĕслекен программăсем;
  • Терминологипе ĕçлекен программăсем. Вĕсем тăлмачсене терминологи пухмачне ертсе пыма пулăшаççĕ  ;
  • Пĕр чĕлхеллĕ е темиçе чĕлхеллĕ электрон сăмахсарĕсем;
  • Терминологи пухмачĕсем, тĕслĕхрен The Open Terminology Forum е TERMIUM;
  • Шырав программисем. Вĕсем тăлмача малтан тĕлмачланă текстсенче кирлине тупма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен: Naturel, ISYS Search Software, dtSearch;
  • Танлаштару (конкорданс) программисем, тĕслĕхрен битекст е тăлмачлани астăвăмĕ;
  • Битекст. Çакăнта кăк тексчĕ тата тăлмачланă текст кĕрет. Ăна шырав е танлаштару (конкорданс) программăсемпе тишкерме пулать;
  • Тăлмачлани проекта ертсе пыма пулăшакан компьютер программисем;
  • Тăлмачлани астăвăмне ертсе пыракан программăсем;
  • Тăлмачланă текстне тӳрлетме ирĕк паракан тăлмач-программăсем.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Кĕперсем[тӳрлет]