Комсомольски районĕ
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ), — Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă пайĕ.
Районăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 630,3 км2.
Район администраци вырнаçнă ял Комсомольски ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ [тӳрлет]
1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăх вырăс ялĕсем вырнаçнă: Александровски, Луцки, Кĕçĕн Каçал.
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.
Çутçанталăк [тӳрлет]
- Шăхасан кӳлли
Хуçалăх [тӳрлет]
Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.
Çул-йĕр [тӳрлет]
Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.
Районти ял тăрăхĕсем [тӳрлет]
Район 12 ял тăрăхне пайланать:
- Александровка ял тăрăхĕ — Александровски сали;
- Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕ — Чăваш Элпуç ялĕ;
- Асанкасси ял тăрăхĕ — Асанкасси ялĕ;
- Кайнлăк ял тăрăхĕ — Йăлмахва ялĕ;
- Каçал ял тăрăхĕ — Каçал сали;
- Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕ — Аслă Çĕрпӳел ялĕ;
- Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ — Хирти Сĕнтĕр;
- Хырхĕрри ял тăрăхĕ — Хырхĕрри ялĕ;
- Тукай ял тăрăхĕ — Чăваш Тукай сали;
- Урмаел ял тăрăхĕ — Урмаел ялĕ
- Чичак ял тăрăхĕ — Чурачăк ялĕ;
- Шурут ял тăрăхĕ — Шурут сали;
Паллă çыннисем [тӳрлет]
- Агивер Фёдор Георгиевич, — прозаик, журналист.
- Андреев Семён Иванович, — тăпра тĕпчевçи.
- Антонов Константин Михайлович, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Габайдулин Геннадий Габайдулович, — Совет Союзĕн паттăрĕ.
- Гордеев Денис Викторович, — căвăçă, прозаик, журналист.
- Ильин Владислав Алексеевич, — вице-адмирал.
- Кабалин Иван Андреевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Краснов Пётр Степанович, — политика ĕçченĕ.
- Ксенофонтов Юрий Иванович, — скульптор.
- Лукиянов Сергей Пантелеймонович, — архитектор.
- Милли Алексей Прокопьевич, — чăваш публичисчĕ, сăвăçă, этнограф.
- Немчев Виктор Леонтьевич, — сăрăçă.
- Патман Николай Кириллович, — прозаик, литература тиркевçи.
- Валери Тургай, — сăвăçă.
- Таллеров Лаврентий Васильевич, — çыравçă.
- Титов Гермоген Титович.
- Турхан Кузьма Сергеевич, — прозаик, чĕлхе куçаруçи.
- Шемекеев Виталий Дмитриевич, — сăвăçă.
- Чаржов Гурий Гурьевич, — сăвăçă.
- Чернов Фёдор Николаевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Чернов Георгий Николаевич, — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Ытарай Николай Васильевич, — ача-пăча çыравçи.
Вуламалли [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Комсомольски районĕн пурăну вырăнĕсем |
|---|
| Административлă тĕпĕ: Комсомольски
Ялсем: Александровски | Анат Тимĕрчкасси | Асанкасси | Аслă Çĕрпӳел | Аслă Чурачăк | Ахмат | Вăрманхĕрри Чурачăк | Виçпӳрт | Вутлан | Дубовка | Исемпел | Йăвашкел | Йăлмахва | Йăпăлти | Йӳç Шăхаль | Кайнлăк | Каçал | Кĕçĕн Каçал | Кĕçĕн Çĕрпӳел | Кĕтне Пасарĕ | Кĕçĕн Шăхран | Кĕтнеçи Сĕнтĕр | Кипеç | Киров | Луцки | Мишер Шурут | Нĕркеç | Новоалександровски | Пучинке | Çĕнĕ Каçал | Çĕнĕ Мăрат | Çĕнĕ Сĕнтĕр | Çĕнĕ Шăхран | Тăманлă Выçли | Тĕвенеш | Тукай Мишер | Тури Тимĕрчкасси | Тутар Иăвашкел | Урмаел | Хирти Выçли | Хирти Ĕнел | Хирти Мăнтăр | Хирти Мăрат | Хирти Сĕнтĕр | Хирти Шăхасан | Хурăнай | Хырай Ĕнел | Хырхĕрри | Чăваш Тукай | Чăваш Элпуç | Чĕчкен | Шурут | Шурут Нурăс | Эткер | Юнтапа | Явăш | Янкасси |
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Енĕн географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |