Коновалов Семён Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Коновалов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Коновалов Семён Васильевич
Ӳкерчĕк:С.В. Коновалов.jpg
Çуралнă вăхăт 1920 -мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Раççей, Сĕве кантонĕ халь Тутарстанăн Тури Услон районĕ Ямпулат ялĕ
Вилнĕ вăхăт 1989–мĕш çулхи акан 4-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Раççей Хусан
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ танкист
Бронетанк çарĕсем
Бронетанк çарĕсем
Хĕсмет çулĕсем 1939- 1946, 1950-1956
Хисеп
Подполковник
Подполковник
Чаç Кăнтăр-Анăç фронтăн 9-мĕш çарăн 15-мĕш танк бригади
Командăланă взвод
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
«Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«Ĕç ветеранĕ» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
Çыхăнусем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, Воронеж-Ворошиловград оперцийĕ

Коновалов Семён Васильевич (15.02.1920-04.04.1989, Хусан), танкист-ас, подполковник, Совет Союзĕн Паттăрĕ[1]. Вăл Тутарстанăн Тури Услон районĕнчи Ямпулат ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете лекнĕ. Куйбышеври çар пехота училищинче 1939-мĕш çулта вĕренсе тухнă.

Воронеж-Ворошиловград оперцийĕ тапхăрĕнче Ростов облаçĕн Тарасово районĕчи Нижнемитякин хуторĕ патĕнче 1942-мĕш çулхи çĕртмен 13-мĕшенче пĕр çапăçура тăшманăн 16 танкне, 2 броневикне тата 8 машинине персе аркатнă.

Коновалов танкне пысăк калибрлă тупăран тӳррĕн персе аркатаççĕ: экипажран виçĕ çын пуçне хурать. Танка юсама килнĕ рота командирĕн çумĕпе Серебряков техник-лейтенантпа тата Дементьев тупă кĕпçине тĕллекенĕпе пĕрле Коновалов танкран пĕр пулемётне илсе фронт нггнлле кайма шутлать. Тăваттăмĕш кун пытанса асăрханса утнă хыççăн вĕсем канма чарăннă тăшманăн танкне кураççĕ. Танк экипажне пĕтерсе машинăна ярса илеççĕ те хамăр чаçсем патне çитеççĕ, вĕсене хамăррăннисем «тыткăна илеççĕ»

Лару-тарăва тĕпчесе уçсан, паттăр танкистсене пĕрле çапăçма шанаççĕ, Семён Коновалов нимĕç танкĕпе пĕр уйăх хушă батальона атакăра пулăшать.

15-мĕш танк бригадин разведка танкĕн экипажĕ тепĕр кун çапăçу вырăнне çитсе çунса кайнă пирĕн КВ-1, икĕ теçеткене яхăн тăшман машиине курать. Коновалов лейтенант экипажĕпех паттăрăн вилнĕ тесе шутлаççĕ, вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕ чысне илме тăратаççĕ. Амăшне Семён Васильевич вилнĕ тесе пĕлтереççĕ [2]. Анчах тăванĕсем военкомата Коновалов сывă юлнине, тата урăх чаçра пулнине пĕлтереççĕ[3].

Çапăçусенче маттур çапăçнăшăн ăна 1943-мĕш çулхи пушăн 31-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ [4]

1946-мĕш çулта çар хĕсметĕнчен таврăнать. 1950-мĕш çулта ăна каллех çара чĕнсе илеççĕ. 1952-мĕш çулта Ленинградри аслă офицерсен бронетанк шкулĕнче пĕлӳ илет.

Çартан таврăнсан чĕрек ĕмер хушши Хусанти радиотехника савутĕнче механик вырăнĕнче ĕçлет.

1989–мĕш çулхи акан 4-мĕшĕ вилнĕ хыççăн Хусанти Арча масарĕнче пытараççĕ.

2005-мĕш çулта Хусанти урама Коновалов ятне параççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Коновалов Семён Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


.