Коньяк
Конья́к — хаяр алкоголь ĕçми.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун çулĕ
Тăватăмĕш ĕмĕрте галл йăхĕсем римлянсенчен иçĕм ӳстерме,эрех тума ĕçĕпе палашаççĕ. 1909 çулта Коньяк тăвакан енĕ чикĕсем саккунпа палăртаççĕ. 1938 çулта Коньяк енĕ АОС (Appellation dOrigine Controlee) статус илет.Пысăк Коньяк енĕ ултă тăрăхна пайланă.
| Тăрăх ячĕ | Текст заголовка | Тăрăх лаптăкĕ, га | Иçĕм лаптăкĕ, га | Статус пани çул |
|---|---|---|---|---|
| Cognac | пĕтĕм Коньяк тăрăхра туни коньяксем | 1 095 119 | 78 179 | 1938 |
| Grande Champagne | чи чаплă коньяксем | 34 703 | 13 159 | 1854 |
| Petite Champagne | "пĕчĕк шур тăмлă хир" | 65 603 | 15 246 | 1854 |
| Borderies | "Бордери" | 12 540 | 3 987 | ? |
| Fin Bois | "çӳхе вăрманĕсем" | 349 803 | 31 001 | 1870 |
| Bons Bois | "паха вăрманĕсем" | 372 053 | 9 308 | 1870 |
| Bois Ordineries | "вăрманĕсем" | 260 417 | 1 101 | 1938 |
Паян (2010 çул) Коньяк тăрăхра 80 пин гектарсемра иçĕм çырли ӳстереççĕ.Коньяк бизнесра яхăн 40 пин çинсем ĕçлеççĕ: 30 пин- ялхуçалăхра, 6 пин- усламçăсем,900- кĕленче тата пăкки тăвакансем,700- уйăрса кăлармалли ĕçре,600- пичкеçĕсем.
[тӳрлет] Иçĕм сорчĕсем
Коньяк шурă иçĕм сорчĕсемчен тăваççĕ. 1938 çулта ку сорчĕсене усă курма саккунпа ирĕк панă: Ugni Blanc( Юни блан ), Folle Blanche(Фоль Бланш), Colombard ( Коломбар ), Blanc Rame e Meslier Saint-Francois ( Мелье Сен-Франсуа ) ,Jurancon ( Жюрансон ) ,Montils( Мăнтиль ),Semillon ( Семильон ), Selekt ( Селект ), Folignan ( Фолиньян ) (2005 çултан ).Cĕнекен сорчĕсем : Юни блан,Фоль Бланш тата Коломбар.Паян 90 % коньяктăвакансем Юни блан сорчĕ усă кураççĕ.Уньи Блан - сиввĕ тӳсекен,пысăк тухăçлă сорчĕ.Иçĕм çырлисене юпа уйăхра пуçтарма тытăнаççĕ (чилайăш- машинăсемпе).
[тӳрлет] Коньяк тăвакансем
2001 çулта 707 коньяк тăвакансем пулнă: 475 - пĕчĕк хуçалăхсем тата 228- усламçăсем(негоциантсем).Паян Коньяк тăрăхра çирĕм пилĕк чи пысăк хуçалăхсем 88 % коньякĕ кăлараççĕ. Ку шутĕнче "Пысăк Тăватă Ушкăн" пур: Hennessy,Remy Martin,Martell тата Courvoisier.
- Чи пысăк коньяктăвакансем
| коньяк тăвакансем | чăвашла | никĕсленĕ çул | хула | иçĕм лаптăкĕ га | чи чаплă коньяксем | хуçисем | |
|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Bisquit | Бискит | 1819 | Rouillac | 180 | Privilege Grande Champagne | Pernod-Ricard | |
| Camus | Камю | 1863 | Cognac | 150 | Extra, Jubilee | Камю çемье | |
| Chabasse & Bowen | Шабас тата Бăуэн | 1818 | Jean d'Angely | çук | Chabasse Baccarat, Bowen Extra | Шабас çемье | |
| Chateau de Montifaud | Шатă де Мăнтифă | 1830 | Jarnac | 50 | Heritage Maurice Vallet | Валле çемье | |
| Courvoisier | Курвуазье | 1835 | Jarnac | ? | Succession J.S., Initiale Extra | Beam Global Spirits & Wine Inc. | |
| Delamain | Дэламэн | 1824 | Jarnac | çук | Reserve de la Famille | Дэламэн çемье | |
| A.E.Dor | Амадей-Эдуард Дăр | 1858 | Jarnac | 20 | № № 9,10,11, Soleil dAusterlitz 1805 | ? | |
| Frapin | Фрапен | ? | Segonzac | 215 | Cuvee Francois Rabelais | Куэнтрă çемье | |
| Gautier | Гăтье | 1755 | Aigre | çук | Tradition Rare-Vieille Reserve | Marie-Brizard | |
| Gaston de Lagrange | Гастăн де Лагранж | ? | 1974 | çук | XO Grande Champagne | Bacardi-Martini | |
| Leopold Gourmel | Леăпăльд Гурмель | 1979 | Gente | 44 | Quintessense | Блан çемье | |
| A.Hardy | Антуан Арди | 1863 | Cognac | çук | Noces de Diamant, Perfection | Арди çемье | |
| Hennessy | Хеннесси(Эннесси) | 1765 | Cognac | ? | Richard Hennessy, Timeless | LVMH | |
| Hine | Хайн(Айн) | 1817 | Cognac | çук | Talent de Thomas Hine | CL Financial | |
| Guy Lheraud | Ги Лерă | 1970 | Angeac | 55 | Charles X, An 1934 | Лерă çемье | |
| Martell | Мартель | 1715 | Cognac | 270 | L'Or, Creation, L'Art | Seagram's | |
| Meukow | Меукăв(Мекăв) | 1862 | Cognac | ? | Nec Plus Ultra, Rarissime | CCG | |
| Otard | Ăтар | 1795 | Cognac | ? | Extra | ? | |
| Remy Martin | Реми Мартэн | 1724 | Cognac | ? | Louis XIII |
Раççейри компанисем те Францире коньяк тăваççĕ :
- "Русский винный трестъ" "Croizet-Eymard" туянса Раççейра коньяк сутать ;
- "Московский винный завод" 2007 çулта коньяк тăвакан компани "Cognac Jenssen SA" туянчĕ.
[тӳрлет] Технологи
Иçĕм çырлисене пусăмпа ватса сĕтĕк юхтараççĕ.Пулнă сĕтĕкрен шурă пылаксăр эрех тăваççĕ.Хĕллĕ е çуркунне (ака уйăх çитмен самантра) эрех аламбик урлă иккĕ хут юхтарса хаяр спирчĕ тăваççĕ.
[тӳрлет] Усрав
Пулас коньякна юман пичкере усравлаççĕ.Чи чаплă пичкесем (ăшлăхĕ 270-500л) Лимузен департаменри юмансемчен тăваççĕ. О-де-ви тултарнă пичкесене усравма тĕттĕм пӳлемре ( фр.-chais- "шэ" ) вырнаçтараççĕ.Кунта коньяк тăвакан ăста ( фр.-maitre de chai- "мэтр де шэ" ) спирчĕ аталану çулна тишкерӳ тăвать.Ку чи кăткăс,чыслă тата пултарулă ĕçĕ.Çавăнпа паян мэтр де шэ Коньяк тăрăхра чи хисеплĕ этем. Усрав самантра спирчĕре кашни çуллан улшăнусем пыраççĕ :
- яхăн 2-3 % спирчĕ ашлăхран пăса тухать ( фр.- la part des angels-"пирĕшти пайĕ" );
- спирчĕ хăватлăхна чакарать ( пĕр çулта 0,5 % );
- çунтарса илнĕ пичке шурă сăпиртна тĕсĕ парать.Малтан шупка сарă,кайран - сарă-ылтăн тĕслĕ коньяк пулать;
- спирчĕ аталанать:çамрăк "сивĕч" коньякĕ "чăмăрланать","çумçелеть",кăткăс чипер шăши тата тути илет.
Чи пысăк усрав ĕмĕрĕ- 60-70 çул.Ытларах усравлама тăн çук.Маллашне коньяк аталанмасть-чилайях пăса тухать.Çавăнпа коньяктăвакансем 60-70 çулхи коньяксене пысăк кĕленчесене (30л) куçараççĕ-те урăх пӳлемре ( фр.-paradis-"паради=çăтмах" ) вырнаçтараççĕ.Коньяк кĕленчере аталанмасть.
[тӳрлет] Хутăшлăх
Хутăшлăх-(фр. assemblage)-тĕрлĕ коньяк спирчĕсемрен (тĕрлĕ çулхи,тĕрлĕ вырăнтан)чаплă коньяк туни ĕçĕ.
[тӳрлет] Классификаци
Саккунпа (юлашки саккун 23 çурла 1983 çулта çĕнĕлетнĕ) коньяксене усрав вăхăчĕпе классификаци тунă :
- VS-Very Special- 2 çул юман пичкере усранă ;
- VSOP-Very Superior Old Pale- чи çамрăк спирчĕ 4 çул усранă;
- XO-Extra Old- чи çамрăк спирчĕ 6 çул усранă.
[тӳрлет] Вуламалли
|
|
|
|---|---|
| Питĕ хаяррисем, 66—96 % | Абсент • Спирт • Первач |
| Хаяррисем, 31—65 % | Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
| Вăтаммисем, 9—30 % | Вермут • Эрех • Глинтвейн • Грог • Кагор • Крюшон • Ликёр • Мадера • Марсала • Мистель • Пыл кăрчами • Пыл • Наливка • Портвейн • Пунш • Саке • Сангрия • Сётю • Херес • Шампанское • Кава • Шериданс |
| Хаярмаррисем, 1,5—8 % | Кăрчама • Квас • Кумыс • Перри • Сăра • Пульке • Сбитень • Сидр • Тесгуино • Тодди |