Королёв Олег Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Королёв Олег Петрович, — Липецк облаçĕн губернаторĕ. 1952 çулхи нарăсăн 23 Липецк облаçĕнчи Тербуны посёлокĕнче çуралнă.

1998 çултанпа Липецк облаçĕн пуçлăхĕ вырăнне йышăнать. Юлашки хут 2005 çулхи çу уйăхĕнче В.Путин сĕннĕ хыççăн облаçĕн депутатсен пухăвĕ унăн кандидатурипе килĕшсе ăна тепĕр пилĕк çуллаха Липецк облаçĕн ертӳçи вырăнĕнче хăварнă.

Авланнă, икĕ ача пур.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Салтака кайса килсен Саратоври ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна вăрман хуçăлăхĕн инженерĕ специальностьпе вĕренсе пĕтернĕ. 1995 çулта Воронежри аграри университечĕнче финанспа налук структурисен экономисчĕ специальноçе илнĕ.

Хăйĕн ĕç-хĕлне 1973 çулта Тербуныри вăрман хуçалăхĕнче пуçланă. Унта вăл инженер, цех начальникĕ вырăнĕсене йышăннă. 1979-1985 çулсенче Долгоруковски районĕнчи колхоз председателĕ пулнă. 1985-1991 çулсенче Добринински районĕн ертӳçи вырăнне йышăннă. 1991-1992 çулсенче «Липецкводмелиорация» треста ертсе пынă.

1990 çултанпа депутат. 1992-1998 çулсенче Липецк облаçĕн депутатсен канашĕн председателĕ пулнă.

Каçăсем[тӳрлет]