Котор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

КоторЧерногорин кăнтăр-анăçĕнчи хула-порчĕ.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула Котор заливĕн (Адриатика тинĕсĕ) хĕрринче вырнаçнă. Çурçĕр-тухăçран Котор тусемпе хупăрланнă, вĕсен айкисенче авалхи карман хӳтлĕхĕсем тата турулсем сыхланса юлнă. Кăнтăр-анăç енчен хула Котор заливĕн шывĕсемпе çăвăнать, ку вара Европăра чи кăнтăр фьорд шутланать.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2003 çулта хулара 13 510 çын пурăннă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çынсем кунта 2000 çул ытла каяллах пурăннă. Пĕрремĕш хутсенче хула ятне римсен чăнлăхĕсенче Акрувиум (Аскривиум) тесе пирĕн эрăччен 168 çулта асăннă. 535 çулта Юстиниан император Аскривиум тавра чул хӳтлĕх картисем туса лартнă. 840 çулта хулана сарацинсем çаратнă, 1002 çулта — пăлхарсем (ун чухне хула Каттаро ятлă пулнă пулас) туртса илнĕ. Каярахпа пăлхар патши Самуил Каттарăна Сербие парнелет. XIV ĕмĕр патне Каттаро хăватлă сутă-илӳ тĕпĕ пулать, юнашар Дубровникпа танлашса тавлашма пуçлать. 1420 çулта хула Венеци пăхăнăвне кĕрет. 1797 çулхи Кампо-Формьо килĕшӳ хучĕпе Котор Австри шутне куçать, 1805 çулхи Прессбург килĕшӳ хучĕпе —Италине пăхăнма пуçлать, 1810 çулта Франци Империе кĕрет. Вена конгресĕн йышăнăвĕпе Котор каллех Австрие таврăнать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Котор патĕнче Черногори тата Австрипе Венгри çарĕсем хушшинче хаяр çапăçусем пулса иртеççĕ. 1918 çул хыççăн Котор Югославине хутшăнать. 1945 çултанпа Черногори шутĕнче.

Халĕ Котор историн тата культурăн тĕпĕ, ЮНЕСКО сыхланăвĕнче.