Трак ен районĕ
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Красноармейски районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă.
1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Çурçĕр енче Шупашкар районĕпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, хĕваланăç енче Элĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çурçĕр-хĕвелтухăç енче Çĕрпӳ районĕпе юнашар вырнаçнă. Чăваш Енре лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. Унăн лаптăкĕ 456,3 км2. Çурçĕртен кăнтăралла 29 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 28 çухрăм. Ялăн ĕлĕкхи ячĕ - Трак.
[тӳрлет] Çутçанталăк
[тӳрлет] Халăх
1999 çулта районта 18,5 пин çын пурăннă. 1979 çулта — 22,3 пин, 1989 çулта — 19,7 пин. 98% чăвашсем. Районта 89 ял вырнаçнă. Чи пысăккисем: Именкасси, Мăн Шетмĕ, Упи, Алманч, Карай, Чатукасси.
[тӳрлет] Административла пайлану
- Алманч ял тăрăхĕ
- Еншик Чуллă ял тăрăхĕ
- Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ
- Карай ял тăрăхĕ
- Красноармейси ял тăрăхĕ
- Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ
- Пикшик ял тăрăхĕ
- Упи ял тăрăхĕ
- Чатукасси ял тăрăхĕ
[тӳрлет] Çул-йĕр
[тӳрлет] Этеплĕхĕ
Районта 33 вĕрентӳ учреждениĕ вырнаçнă, 2 ӳнер шкулĕ, 2 музей, 23 библиотека, 48 клуб.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Абрамов Яков Абрамович, — Раççейĕн 1 Патшалăх Думин депутачĕ
- Алексеев Леонтий Алексеевич, — журналист.
- Андреев Филипп Андреевич, — çыравçă, сăвăçă.
- Архангельский Николай Александрович, — тĕн çынни, этнограф, краевед.
- Афанасьев Сергей Германович, — спортсмен.
- Васильев Владимир Васильевич, — Совет Союзĕн паттăрĕ.
- Виръял Юрий Петрович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Владимиров Клементий Владимирович, — живописец.
- Егоров Николай Григорьевич, — живописец.
- Кириллов Тарас Кириллович, — сăвăçă, публицист, куçаруçă.
- Лукин Филипп Миронович, — композитор.
- Мĕтри Ваçлейĕ, — чăваш сăвăçи, прозаик.
- Нестерева Зоя Алексеевна, — çыравçă.
- Николаев Георгий Николаевич, — текстиль художникĕ.
- Петров Вениамин Филиппович, — медицина ăçлăхĕсен тухтăрĕ.
- Петров Виталий Егорович, — юрăçă.
- Петров Николай Петрович, — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, академик.
- Петров Юрий Филиппович, — ветринари ăçлăхĕсен тухтăрĕ, РЯĂА академикĕ.
- Романов Борис Александрович, — сăвăçă.
- Саментер Юрий Семёнович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Спасов Лука Семёнович, — политика ĕçченĕ.
- Трофимов Прохор Трофимович, — прозаик.
- Фёдорова Раиса Фёдоровна, — актриса.
- Харитонов Владимир Егорович, — сăвăçă, прозаик.
- Юмарт Геннадий Фёдорович, — сăвăçă, куçаруçă, фольклор пухаканĕ.
- Юрьев Михаил Иванович, — сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă.
- Юрьев Элли Михайлович, — живописец, график, дизайнер.
- Яковлев Василий Яковлевич, — журналист, кулăшла çыравçи, куçăруçă.
- Яккусен Пётр Яковлевич, — сăвăçă.
- Янкас Нестер Кириллович, — сăвăçă, прозаик, куçăруçă.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Ен географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |