Кстово

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кстово
Хула гербĕ
Coat of Arms of Kstovo (Nizhny Novgorod oblast).png
Патшалăх: Раççей
Регион: Чулхула облаçĕ
Никĕсленĕ: ХV ĕмĕр
Хула, çултан: 1957
Халăх йышĕ, пин çын: 69,2 (2001)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 56° 09' с. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 44° 12' в. д.

Кстово, — Чулхула облаçĕнче вырнаçнă хула. Хулара Кстово районĕн администрацийĕ вырнаçнă. Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче, Чулхуларан 29 çухрăмра ларать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Çак çĕрсенче пĕрремĕш пурăнан вырăна XIV ĕмĕрте туса лартнă. Ял ячĕ Кстоски (мăкш. кета - çĕр çырли) пулса тухать. XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чулхула кнеçĕн ывăлĕ Даниил Борисович яла юнашар çĕрсемпе пĕрле Печора мăнастăрьне парнеленĕ. Малашни 150 çул хушши кунта пурăнакан халăх сунара çӳренĕ, пулă тытнă, тыр-пул çитĕнтернĕ.

1818 çулта Кстовăра чуллă чиркӳ çуртне хăпартнă, вара ăна Кстово сали теме пуçланă.

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче ку вырăнсенче дачăсем йĕркеленĕ. Атăлтан аякра марри, хитре вырăнсем, вăрмансем çывăххи тата таса сывлăш хула çннисене илертнĕ.

малтанхи гербĕ

XX ĕмĕрĕн 20 çулĕн пуçламăшĕнче Кстово Чулхула çумĕнчи пысăк ял-хуçалăх центрĕ пулса тăрать. 1929 çулта Кстово районне туса хураççĕ.

Кстово хулин автовокзалĕ

Пысăк улшăнусем 1950-мĕш çулĕсенче пулса иртеççĕ. Ку тапхăрта Новогорьковский нефть тăвакан, Новогорьковский асфальт тăвакан, йывăç тăвакан савутсене, ТЭЦа туса хунă. 1960 çулсен пуçламăшĕсенче Кстовора сĕт-çу, минвата япалисен, шинăсене юсаса паракан савутсене хута янă.

Промăçлăх вăйлă аталаннă май Кстовăна 1954 çулта ĕçтĕш паççулки ята панă. Ку вăхăтра кунта 20 пине яхăн çын пурăннă.

1962 çулта Кстово хула шайне хăпарнă.

Транспорт[тӳрлет]

Ытти хуласемпе Кстовăна автомобиль, чукун çулĕсем çыхăнтараççĕ. Хулан пристань пур.

Çавăн пекех[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]