Кувер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кувер, — Аслă Пăлхара йĕркелекен Купрат патшин виççĕмĕш е тăваттăмĕш ывăлĕ. VII ĕмĕрте пурăннă.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет]

Ун пирки Феофан çырать, вăл аварсен патшине пăхăнса Паннонине юлнă тет. Кури Вантер ăна Купратăн тăваттăмĕш ывăлĕ тет.

Кувер ертсе пынипе пăлхарсем 686 çулта хăйсен патшалăхне никĕслеççĕ. Кувер çарĕ чылай хушă Византи империне хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. «Во главе протоболгарского объединения», — тенĕ «Краткая история Болгарии» кĕнекере, — «пришедшего в Македонию около 686 г., стоял протоболгарин Кувер, поднявший восстание против хагана...»

Кун чухне кувер пăлхарĕсем аварсен хаганĕпе вăрçнине каланă. Кувер Македонире çирĕпленнĕ хыççăн Фесалоникире (хальхи Болгари çĕрĕ) те хуçа пуласшăн пулнă. Ун хыççăн вара Константинополе çĕнсе илсе Висанти импери çĕрĕ çинче Аслă Пăлхарстана çĕнĕрен чĕртме ĕмĕтленнĕ.

Вуламалли[тӳрлет]

  • Именник болгарских ханов.
  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
  • Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
  • "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
  • Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ӗнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.

Курмалли[тӳрлет]

  • "Аспарух хан", кинофильм, реж.(?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |