Кузнецов Григорий Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кузнецов Григорий Ильич
Çуралнă вăхăт 1907-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Тăварăм Самар облаçĕн Шунтал районĕ Куйбышев облаçĕ РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1974-мĕш çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Тăварăм Самар облаçĕн Шунтал районĕ Куйбышев облаçĕ Раççей
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1944
Хисеп
Сержант
Сержант
Чаç 331-мĕш стрелоксен дивизин 1106-мĕш стрелоксен полкĕ
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Кузнецов Григорий Ильич (1907-1974)—сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Вăл Самар облаçĕн Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ. 1941--мĕш çулта ăна Хĕрлĕ çара илеççĕ. Çав çултанах фронтра[1].

1944 çулхи утă уйăхĕнче Григорий Кузнецов сержант 331-мĕш стрелоксен дивизин 1106-мĕш стрелоксен полкĕн отделени командирĕ. Белорусин Минск облаçне ирĕке кăларнă чухне палăрнă.

1944 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кузнецов отделенийĕ Борисов хули патĕнче Березина урлă каçса плацдарм ярса илсе тĕп вăйсем пыриччен тытса тăнă[1].

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 24.03.1945 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ[1].

1974 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Самар облаçĕн Шунтал районĕ Тăварăм ялĕнче вилнĕ.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • медалсем

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2 тата 3 Кузнецов Григорий Ильич (выр.). [1]. Тĕрĕсленĕ 29 Юпа уйӑхӗн 2013.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Кузнецов Григорий Ильич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.