Кукшату

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Кукшату
Lysaja Gora(Nizhegorodsky region)
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чулхула облаçĕ
Муниципаллă район Вăратин
Ял тăрăхĕ Отары
Координатсем 56°06′25″ с. ш. 45°57′10″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ XX ĕмĕр
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем, вырăссем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кукшатусем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 +7 83164
Почтă индексĕ 606260
Автомобиль кочĕ 52, 152
ОКАТО кочĕ 22 221 832 004
Кукшату (Раççей)
Точка
Кукшату (Чулхула облаçĕ)
Точка

Кукшату (выр. Лысая Гора) — Чулхула облаçĕнчи Вăратин районĕн ялĕ. Чăвашсем никĕсленĕ. Хальхи вăхăтра та чăвашсемех пурăнаççĕ. Тата вырăссем. Чи çывăхри ялПетровски (812 м[1]). Унта та чăвашсем пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, яла никĕслекен чăвашсем тата унта халь пурнаканнисем хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывне епле калани уçăмлăнах паллă мар, анчах пичетре тата ытти çĕрте те Кукшату тени час-часах тĕл пулать.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар-Мускав автоçултан аякрах мар. Сăр вуррин сулахай çыранĕнче вырнаçнă. "Кукшату-Васильсурск" паром пур[2]. Çаксене шута илсен, питĕ ăнăçлă вырăн теме пулать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çырупа ялта 68 çын пурăнать. 2002-мĕш çулта 76 çын пурăннă, вĕсенчен 69% чăвашсем, 26% вырăссем[3].

Урамсен вырăсла ячĕсем: Сурская, Полевая[4]. Çав вăхăтрах темшĕн хайхи карттă çинче "Новая улица" текенни те ÿкерĕннĕ. Халлĕхе урамсен чăвашла ячĕсене тупса палăртайман-ха.

Кунçул: ĕнер, паян, ыран[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутĕç тата культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялта çулленех "Пирав пуххи" ирттереççĕ. Ун пек уявсенчен хăшне-пĕрне камерăпа ÿкерсе илнĕ. Вĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхма та май пур: мĕнре пĕрпеклĕхсем тата уйрăмлăхсем.

  • Питрав Пуххи — 2013-мĕш çул[5].
  • Питрав Пуххи — 2014-мĕш çул, июль, 12[6].
  • Питрав Пуххи — 2016-мĕш çул, июль, 9; видеона публикациленĕ: 13.06.2016[7].

Паллă çынсем тата ытти уйрăм харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă фактсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хальхи Вортынец районĕнчи Кукшату ялĕпе Тарас Кириллов (1880-1921) чăваш сăвăçĕн шăпи тачă çыхăннă. Вăл кунта юлашки çулĕсене пурăнса ирттернĕ. Пытарасса та ăна кунтах (тĕрĕсрех: Васильсурскра) пытарнă.
  • Альбина Юрату сăвăç, Кукшату ялĕнче çуралса ÿснĕ упăшки Николай Васильевич Любимов урлă, Чулхула облаçĕнчи чăвашсемпе тăванла çыхăннă[8][9].
  • Кукшату ялне пуçласа яракансенчен пĕри Н.В.Никольский профессорăн йыснăшĕ Кузьма Романович Романов (1864–1931) пулнă[10].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Ерагин, Евгений Евстафьевич. В устье Суры, по Огневке : [ист.-краеведч. очерки] / Е. Е. Ерагин. - Н. Новгород, 2006(Чебоксары: Тип. изд-ва "Новое время"). - 387 с. : фот., карт.-схем., факс.; 20 см.
  • Козяков, В.Ф. Основание населённых пунктов Отарской сельской администрации //Воротынская газета. – 2008. – 1, 8, 15, 22, 29 августа,.5, 12 сентября.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]