Кулибин Иван Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кулибин Иван Петрович

Кулибин Иван Петрович, — хăй тĕллĕн вĕреннĕ вырăс механикĕ. 1735 çулхи ака уйĕхĕн 21 Чулхула хулинче çуралнă. 1818 çулхи çурлан 11 вилнĕ.

Çуралма Кулибин пĕчĕк сутăçă çемьинче çуралнă. Ачалах вăл слесарьпе токарь ĕçĕсене лайăх пĕлсе çитнĕ. Çавăн пекех сехетсене тăвас ĕçе вĕреннĕ. 1764—1767 çулсенче Кулибин пит ансат кăсье сехетне тунă. Ун ăшĕнче сехет механизмĕ пуçсăр тата çапакан механизм, темиçе кĕвĕ кăларакан кĕвĕ аппарачĕ, тата пит ансан кусакан пуканесемлĕ пĕчĕк театр-автомат пулнă. Ку сехет халĕ Эрмитажра упранать.

1769 çултанпа 30 çул хушши Кулибин Петербургри ăслăлăх академиĕн механика мастерскойне ертсе пынă. Вăл ертсе пынипе унта станоксене тата астрономи, физика, навигаци приборĕсене, ĕç хатĕрĕсене тунă.

Кулибин пит нумай япала ăсталаса кăларнă.