Курил утравĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кури́л утравесем́Камчатка çурутравĕпе Хоккайдо утравĕ хушшинчи утрав, мăка пĕккипе Охотское тинĕсе Лăпкă океанран уйăрать. Тăсăлăвĕ — 1200 яхăн çм. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 10,5 пин çм²[1][2][3]. Утравсем икĕ параллельлĕ йĕртен тăраççĕ: Мăн Курил тата Кĕçĕн Курил. Вĕсен шутĕнче 30 пысăк тата темĕн чуль вĕтĕ утрав. Вăрçă енчен стратегиллĕ тата экономика паллăхлă шутланать[4].

Утравсен ят-йышĕ[тӳрлет]

1 км² лаптăкран пысăк утравсен ят-йышĕ, çурçĕртен кăнтăралла.

Курил çĕр пичĕ
Вăрăм чул сăрчĕ (Ловушки чул сăрчĕ)
Ячĕ Лаптăк,
км²
Максималлă
çӳллĕш, м
Анлăх Вăрăмлăх
Мăн Курил йăранĕ
Çурçĕр ушкăнĕ
Атласов 150 2339 50°52' 155°34'
Шумшу 388 189 50°45' 156°21'
Парамушир 2053 1816 50°23' 155°41'
Анциферов 7 747 50°12' 154°59'
Маканруши 49 1169 49°46' 154°26'
Онекотан 425 1324 49°27' 154°46'
Харимкотан 68 1157 49°07' 154°32'
Чиринкотан 6 724 48°59' 153°29'
Экарма 30 1170 48°57' 153°57'
Шиашкотан 122 934 48°49' 154°06'
Вăта ушкăн
Райкоке 4,6 551 48°17' 153°15'
Матуа 52 1446 48°05' 153°13'
Расшуа 67 948 47°45' 153°01'
Ушишир утравĕсем 5 388
Рыпонкича 1,3 121 47°32' 152°50'
Янкича 3,7 388 47°31' 152°49'
Кетой 73 1166 47°20' 152°31'
Симушир 353 1539 46°58' 152°00'
Броутон 7 800 46°43' 150°44'
Хура Тăвансем утрав 37 749
Чирпой 21 691 46°30' 150°55'
Брат-Чирпоев 16 749 46°28' 150°50'
Кăнтăр ушкăнĕ
Уруп 1450 1426 45°54' 149°59'
Итуруп 3318,8 1634 45°00' 147°53'
Кунашир 1495,24 1819 44°05' 145°59'
Кĕçĕн Курил йăранĕ
Шикотан 264,13 412 43°48' 146°45'
Полонский 11,57 16 43°38' 146°19'
Симĕс 58,72 24 43°30' 146°08'
Танфильева 12,92 15 43°26' 145°55'
Юрий 10,32 44 43°25' 146°04'
Анучин 2,35 33 43°22' 146°00'

Флор, фауна[тӳрлет]

Баклансем Шумшу утравĕнче. Хыçалта — Парамушир утравĕ: Дунькин Пуп тăвĕпе Северо-Курильск хули.

Утравсен кун-çулĕ[тӳрлет]

XVII ĕмĕр[тӳрлет]

XVIII ĕмĕр[тӳрлет]

XIX ĕмĕр[тӳрлет]

Курил утравĕсем 1893 çулхи акăлчан картти çинче

XX ĕмĕр[тӳрлет]

  • 1905 ç. вырăс-япун вăрçинче парăнсан Раççей Сахалинăн кăнтăр пайне Японие панă.
  • 1945 ç. нарăс уйăхĕнче Совет Союзĕ Сахалинпа Курил утравĕсене тавăрас шутпа, АПШ-па Аслă Британи шантарнипе, Японие хирĕç вăрçа кĕме кăмăл тунă.
  • 1946 ç. нарăс, 2. СССР Аслă Канашĕн Президиумăн хутайĕпе Кăнтăр Сахалинпа Курил утравĕсене РСФСР шутне кĕртнĕ.
  • 1947. Япунсемпе айнсене утравсенчен Японие кăларса янă. 17 000 япунпа паллă мар шутлă айн инкеке лекнĕ.
  • 1952 ç. чӳк, 5. Хăватлă цунами Курилăн мĕнпур çыранне çапнă, чи пысăк инкекĕ Парамушира çитнĕ. Питĕ пысăк хум Северо-Курильск (малт. Касивабара) хулана пĕтĕмпех шăлса кайнă. Пичетре çак катастрофа пирки асăнма чарнă[5].
  • 1956 ç., Совет Союзĕпе Япони официаллă икĕ патшалăха вăрçăран уйăракан тата Японие Хабомаипе Шикотана паракан Пĕрлĕхлĕ килĕшӳ тăваççĕ. Çапах та, килĕшӳ çине алă пусайман: эхер те Итуруппа Кунаширшăн кĕрешме пăрахсан АПШ Японие Окинава утравне тавăрса памастăп тесе хăратнă[6].

Пăхăнуллăх тавлашăвĕ[тӳрлет]


Халăх йышĕ[тӳрлет]

Курил утравĕсенче халăх пур çĕрте те пурăнмасть. Пĕрмаях Парамушир, Итуруп, Кунашир тата Шикотан утравĕсенче йăва çавăрнă. 2010 çулăн пуçламăшĕнче 19 пурăнан вырăн: икĕ хула (Северо-Курильск, Курильск), хула евĕр паççулкă (Южно-Курильск) тата 16 ял пулнă.

Экономика[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Российская академия наук. Институт географии РАН. Тихоокеанский институт географии ДВО РАН; Редкол.: Котляков В. М. (председатель), Бакланов П. Я., Комедчиков Н. Н. (гл. ред.) и др.; Отв. ред.-картограф Фёдорова Е. Я. Атлас Курильских островов. — М.; Владивосток: ИПЦ «ДИК», 2009. — С. 516.
  2. ^ Управление природных ресурсов и охраны окружающей среды МПР России по Сахалинской области. Доклад «О состоянии и об охране окружающей среды Сахалинской области в 2002 году» (2003). Тĕрĕсленĕ 21 çĕртме уйăхĕн 2010.
  3. ^ Сахалинская область. Официальный сайт губернатора и правительства Сахалинской области. Тĕрĕсленĕ 21 çĕртме уйăхĕн 2010.
  4. ^ Макеев Б. «Курильская проблема: военный аспект». Мировая экономика и международные отношения, 1993 год, № 1, стр. 54
  5. ^ О. Бондаренко, Неизвестные Курилы М. 1992 стр. 109
  6. ^ Японцы просят Медведева не ехать на Курилы // Сайт газеты «Комсомольская правда», 29.09.2010

Вуламалли[тӳрлет]

  • Атлас Курильских островов / Российская академия наук. Институт географии РАН. Тихоокеанский институт географии ДВО РАН; Редкол.: Котляков В. М. (председатель), Бакланов П. Я., Комедчиков Н. Н. (гл. ред.) и др.; Отв. ред.-картограф Фёдорова Е. Я.. — М.; Владивосток: ИПЦ «ДИК», 2009. — 516 с. — 300 экз. — ISBN 978-5-89658-034-8

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Курил утравĕсем Шаблон:Раççей Федерацин чиккисем