Курск (шывай кимми)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Курск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
К-141 «Курск»
Oscar II class SSGN.svg
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ Flag of Russia.svg Раççей
Шыва антарнă 1994
Флотран кăларнă 2000
Хальхи статус утиле янă
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 узел ?
Хăвăртлăх (шывай) 33 узел
Ӗçлĕ тарăнăш 420 м
Чи пысăк тарăнăш 500 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ {{{Шыв кăларăшĕ}}}
Шывай шыв кăларăшĕ {{{Пĕтĕм шыв кăларăшĕ}}}
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедсем
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплексĕ П-700 Гранит
24 ракета ЗМ-45
"Курск", атомлă шывай ракета крейсерĕ К-141 (АШРК).

Ракетăллă атомлă шывай крейсерĕ К-141 «Курск», — 949А çунат ракетăллă (1986 çултанпа) проект; шифрĕ: 949А "Антей" проекчĕн шывай киммисем (ÇАПУ палăртăвĕпе — «Оскар-II»).

1992 çулта Северодвинск хулинче тума пуçланă, 1994çулта, çу уйăхĕнче шыва антарнă, 1994 çулта раштав уйăхĕн 30-мĕшĕ ĕçе кĕртнĕ.

19952000 çулсенче — Çурçĕр флочĕн шутĕнче.

ÇАПУ Сербине хирĕç вăрçнă чух «Курск» вăрттăн АПШАПШ-н ТÇВ авианосцĕсене сăнаса çӳренĕ volgograd.info, Лячин Геннадий Петрович, 2006 çулхи пуш, 8.

2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Баренц тинĕсĕнче шыва путнă.

Тупмалли

[тӳрлет] Сирпĕнĕвĕн тĕрлĕ версийĕсем

[тӳрлет] Хăнăхтару торпеди сирпĕнни

Официаллă 2000 страницăллă пĕтĕмлетĕве, 2002 çулта генпрокурор Устинов çырса çирĕплетнĕ. Унта «Курскăн» торпеда отсекĕнчи хăнăхтару торпеди сирпĕннĕ тесе палăртнă. Анчах та водород пероксичĕллĕ торпедисемпе тĕнчери çĕршывсен флочĕсем 50 çул ытла усă курмаççĕ. «Курск» вара çĕнĕрен те çĕнĕ карап шутланать.

[тӳрлет] Террорист-вилĕмçĕ

Катастрофа хыççăнах, чеченсен веб-сайчĕ шывай киммине террорист-вилĕмçĕ сирпĕнтернĕ тесе хыпар салатнă. Кимĕ ăшĕнче Дагестанран пынă ОАО завод «Дагдизель» специалисчĕсем пулнă. Анчах та ку версийе хăвăрт пăрахăçланă.

[тӳрлет] Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин мини

Хăйтĕллĕн сирпĕннĕ торпеда версийĕ пекех, «пацифистлă» версисем шутĕнче, «Курск» Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи карапа хирĕçле минă çине кĕрсе кайнă та торпеда сирпĕннĕ текен шухăш пур. Çак версийе питĕ витĕмлĕ Владимир Хотиненко «72 метра» фильмра кăтартнă. Официаллă версипе «торпеда сирпĕнни» çĕнтерсен, çак вариант патне урăх таврăнман.

[тӳрлет] "Курска" торпедăпа пенĕ

«Курск» — «Толедо» танлаштару.

Катастрофа хыççăн тӳрех, темиçе генералпа официаллă çын Курска америка шывай кимми торпедăлана тесе çирĕплетсе каланă. Каярахпа çак версийе пусарчĕç, официаллă версине мала кăларчĕç. Çапах та франци режиссерĕ Жан-Мишель Карре (Jean-Michel Carré), 2005 çулхи кăрлач, 7 France 2 каналĕпе "«Курск»: Шывай кимми пăтрантарнă шывсенче" (Koursk: un sous-marin en eaux troubles) кăтарнă фильмĕнче «Курска» америкăн «Мемфис» шывай киммин торпеди аркатнă тесе палăртать. Унăн версийĕпе, «Курск» Шквал çĕнĕ торпедăпа кăтартуллă перĕм тума хатерленнĕ пулнă. Çакна америкăн икĕ шывай кимми — «Мемфис» тата «Толедо» хуралласа сăнанă. Пĕр самантра, «Курск» тата «Толедо» çапăннă (видеоçыравра тинĕс тĕпĕнче выртакан «Курск» корпусĕ вăрăммăн çурăлса татăлни пур), вара «Курск» хирĕç персе яриччен, «Толедăна» çăлас тесе («Курскăн» торпеда аппарачĕн ĕçлев шавлавне илтнĕ теççĕ), «Мемфис» МК-48 торпедăпа «Курск» çине пенĕ. Карре каланă май, Раççей президенчĕ Владимир Путин АПШпа лару-тарăва тӳрех хытă пăсас мар шутпа чăнлăха юри пытарнă.

[тӳрлет] Хăпартни

Раççей енĕ путнă шывай киммине шывран хăпартма Mammoet Transport BV голланд фирмипе контракт çырать. 2001 çуцлхи юпан 8-мĕшĕнче шывай киммине хăпартас операци ăнăçла вĕçленнĕ.

[тӳрлет] Утилизаци

2003 çулхи нарăс уйăхĕнче «Имандра» плавбазăна «Нерпа» савутăн типĕ эллингĕнчен кăларас операцие тапратнă.[1]

[тӳрлет] Документсем

[тӳрлет] Видео/Сăнӳкерчĕксем

[тӳрлет] «Курск» астăвăмĕ

[тӳрлет] Каçăсем

[тӳрлет] Асăрхавсем

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем