Куславка районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Куславкка районĕ

Куславкка районĕ, — Чăваш Енре çӳрçĕр енче, Атăл хĕрринче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Лаптăкĕ — 516,8 км2. Район ăшне Атăлти Криуши тата ытти утравсем кĕреççĕ. Хĕвелтухăç тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Тутарстан вырнаçнă. Кăнтăр тат кăнтăр-хĕвеланăç енче Вăрмар районĕ, хĕвел анăç енче — Çĕрпӳ районĕ, çӳрçĕр-хĕвеланăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ вырнаçнă. Çӳрçĕр енче кăнтăр еннеле 50 çухрăма район тăсăлнă, хĕвел анăç енчен хĕвел тухăç енне — 70 çухрăма. Район администрациĕ Шупашкартан 97 çухрăмра ларакан Куславкка хулинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ[тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 26,6 пин çын пурăннă, çав шутра 12,9 пин (48%) — хулара, 13,7 пин (52%) — ялсенче. Района пурĕпе 67 ял кĕрет, ялта ватамран 222 çын пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 53,2 çын пĕр км2 çине. Мĕнпур халăх шутĕнчен 70% ытла — чăвашсем.

1979 çулта ял çыннисен шучĕ 31,3 пине, 1989 çулта — 27,1 пине çитнĕ.

Хула çыннисем Куславккара пурăнаççĕ.

Административлă пайлану[тӳрлет]

Паллă çыннисем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]