Кяхта

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кяхта
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Буряти Республики
Никĕсленĕ: 1727
Хула, çултан: 1934
Халăх йышĕ, пин çын: 18,4 (2003)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 50° 27' ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 106° 28' х.т.д.

Кяхта, — Раççейри хула, Буряти Республикин Кяхта районĕн администрациĕ вырнаçнă вырăн. 1934 çулчен Троицкосавск ятлă пулнă. Монголипе Раççей чикки патĕнче вырнаçнă. Улан-Удэ хулинчен 234 çухрăмра ларать.

Истори[тӳрлет]

Хула 1727 çулта никĕсленнĕ. 1727 çулхи Бурин килешĕвне пуснă хыççăн Китайпа суту-илӳ тăвакан тĕп вырăн пулса тăнă. Ку хуларах çавăн пекех Вырăспа Китай хушшинчи 1727 çулхи Кяхта килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.

1743 çултанпа суту-илӳ слободи пулса тăнă, 1792 çулта кунта Иркутск таможнине куçарнă. Кяхта урлă Китая сукно, мануфактура, тирĕксем, юфть леçнĕ, Китайран чей илсе килнĕ. 1903 çулта Китайпа Хĕвелтухăç чукун çулне туса хунă хыççăн Кяхтăн Китайпа Раççей хушшинче суту-илӳ тăвас пелтерĕшĕ чакнă, Монголи çине куçнă.

1915 çулта ку хулара 1915 çулхи Кяхта килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ. 1920-1921 çулсенче ку хула Сухэ-Батор тата Чайбалсан революци ĕçĕсен тĕп вырăнĕ пулнă. 1921 çулхи пуш уйăхĕн 1 кунта Монголи халăх партиĕн пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ.

Кяхта хулинчен хăйсен çулçӳревĕсене Н.М. Пржевальский, П.К. Козлов, Потанин Г.Н. Потанин, А.В. Потанина, В.А. Обручев пуçланă е вĕçленĕ.

Хулара пурăнан халăх[тӳрлет]

Çул Пурăнан халăх (пин çын)
1897 8,788
1923 8,467[1]
1926 8,646[2]
1959 10,3
1970 15,3
1989 18,3
2002 18,4
2004 18,6
2005 18,8
2006 18,8
2007 18,9
2008 19,1
2009 19,4

Капăрлатусем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Население в городах Бурятии // Бурят-Монгольская правда. Верхнеудинск. № 1 (971) 1 января 1927 года. стр. 1
  2. ^ Итоги переписи населения 1926 года.

Каçăсем[тӳрлет]