Кӳкĕрт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кӳкĕрт / Sulphur (S)
Атом номерĕ 16
Ансат япалалăхăн курăмĕ Таса чухне шăршсăр çутă сарă çĕмĕрĕлекен элемент
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
32,066 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 127 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
999,0 (10,35) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Ne] 3s2 3p4
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 102 пм
Ион радиусĕ 30 (+6e) 184 (-2e) пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
2,58
Электрод потенциалĕ 0
Оксидлав капашĕсем 6, 4, 2, -2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 2,070 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 22,61[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 0,27 Вт/(м·K)
Шăрану температури 386 K
Шăраннин пайлавла ăшши 1,23 кДж/моль
Вĕрев температури 717,824 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 10,5 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 15,5 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ орторомбла
Решетке периочĕ a=10,437 b=12,845 c=24,369 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури n/a K
S 16
32,066
[Ne]3s23p4
Кӳкĕрт


Кӳкĕрт (Sulphur — хими элеменчĕсен периодика системин 16-мĕш элеменчĕ. Металлмариисем шутне кĕрет. Водородпа тата кислородпа çыхăнса тĕрлĕ ионсен шутне кĕрет. Нумай йӳçĕкпе тăварсем пуçарать. Кӳкĕртлĕ нумай тăварсем шывра ирĕлмеççĕ.

Çутçанталăкри минералĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр хупмечĕнче сарăлнипе 16-мĕш элемент. Ирĕклĕ тата ытти элементсемпе çыхăнса тĕл пулать. Чи анлă сарăлнă минĕралĕсем: FeS2 - ьтимĕр колчеданĕ е пирит пирит, ZnS — сфалерит е вюрцит, PbS — хура тăхлан йăлтăркка е галенит, HgS — киноварь, Sb2S3антимонит.

Унсăр пуçне нефтьра, çĕр кăмрăкĕнче, çутçанталăк газĕнче тата сланецра тĕл пулать.

Çутçанталăкри шывра сарăлнипе 6-мĕш элемент. Унта нумайрах чухне сульфат-ион евĕр тĕл пулать, шывăн яланхи хытлăхĕ кӳкĕртпе çыхăннă.

Чĕрчунсем валли питĕ кирлĕ элемент, хăшпĕр аминокислотасенче вăл пур. Çӳçпе çăмра нумайрах пухăнать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирĕклĕ кӳкĕрт (акăл. Sulfur, фр. Soufre, ним. Schwefel) тата ун тĕрлĕ çыхăнăвĕсем мĕн авалтанах паллă. Çунакан кӳкĕрт тата сероводород шăршĕсен çын сĕм-авалтанах пĕлĕт пулĕ. Юмăçсем ана тĕрлĕ йăла вăхăтĕнче усă курнă. Авалтанах кӳкĕрте тĕрлĕ çунакан хутăшсене кĕртнĕ. Тăшмансене хăратакан „грексен çулăмне“ кӳкĕрт хушнă пулĕ. VIII -мĕш ĕмĕр патнелле ăна китаецсем пиротехника хутăшĕсене кĕртме тытăннă, сăмахран тара. .

Кӳкĕрт çунни тата металлсемпе лайăх çыхăнни (сульфидсем пулаççĕ) ăна металл рудисен яланхи пайĕ тата „çунакан принцип“ тенине ăнлантарать. Пресвитер Теофил (XII-мĕш ĕмĕр) кукĕртлĕ пăхăр рудине çунтарса хатĕрлекен меслет çинчен çырса парать. Араб алхими тапхăрĕнче металсен йышĕн чĕркĕмĕл-кӳкĕрт теорийĕ пулса каять. Унпа килĕшуллĕн кӳкĕрте пĕтĕм металлсен ашшĕ вырăнне хунă. Каярахпа „çунакан принцип“ флогистон теорин никĕсне выртнă. Кӳкĕрт таса элемент иккенне Лавуазье хăйĕн çунтарса тунă опычĕсенче тупса палăртнă. Европăра тарпа усă курма тытăнсан кӳкĕрте çутçанталăкран кăларасси тата пиритсенчен ăна тупăçлас меслетсем сарăлма тытăннă.

Ячĕ пулни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Латинла sulfur мĕнле пулни паллă мар. Вырăсла ятне санскритла «сира» — çутă-сарă сăмахран теççĕ. «Сера» авалхи еврейсен «серафим» — нумай шут - «сераф» — çунакан сăмахран пулма пултарать. Авалхи вырăс тата славян чĕлхипе сера – çунакан япала, çав хушăрах çу та.

Хими пахалăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳкĕрт çунни

Плĕм температуринче фторпа тата хлорпа реакцие кĕрет:


Çирĕп йӳçĕксемпе (HNO3, H2SO4) вăрах тапхăр хĕртсен кăна реакцие кĕрет:

(çирĕп)
(çирĕп)

Сывлăшра кӳкĕрт çунса тĕссĕр усал шăршлă кӳкĕрт ангидричĕ пулать:

Спектраллă анализпа ку реакци темиçе тапхăрпа пынине палăртнă: кӳкĕрт моноокиçĕ S2O2, молекуллă кӳкĕрт S2, ирĕк кӳкĕрт атомĕсем S, кӳкĕрт моноокиçĕн ирĕклĕ радикалĕсем SO[2].

Металлсемпе реакцие кĕрсен сульфидсем пулаççĕ.

Çак сульфидсем çумне тата кӳкĕрт хушсан полисульфидсем пулаççĕ:

Хĕртсен кӳкĕрт кăмрăкпа, кремнипе, фосфорпа, водородпа çыхăнать:
(сероуглерод)

Хĕртсен кӳкĕрт щелочсенче ирĕлет

Изотопӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Медицинăра усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кӳкĕрт кӳлли

Кӳкĕрте медицинăра анлă усă кураççĕ. Çав шутрах кӳкĕртлĕ шывсене те çынсене хăшпĕр чирсенчен сиплеме юрăхлă. Самар облаçĕнчи Серноводскра Кӳкĕрт кӳлли патĕнче санаторий пур.

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Химическая энциклопедия: в 5 т. / Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.). — Мукав: Советская энциклопедия, 1995. — Т. 4. — С. 639. — 319 с. — 20 000 экз. — ISBN 5—85270—039—8
  2. ^ Непенин Н. Н. Технология целлюлозы. Производство сульфитной целлюлозы. — М.: «Лесная промышленность», 1976. — С. 151.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «кӳкĕрт»