Лаптев Павел Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Павел Васильевич Лаптев
Çуралнă вăхăт 1911 çул, чӳкĕн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн Раççей империйĕ Чĕмпĕр кĕперни Пухтел ялĕ
халь Чăнлă районĕ Чĕмпĕр облаçĕн, РСФСР
Вилнĕ вăхăт 1954 çул, авăнăн 3-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Чĕмпĕр хули, РСФСР, СССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ артиллери
Хĕсмет çулĕсем 1939-1946
Хисеп
Лейтенант
Лейтенант
Чаç 971-мĕш артиллери полкĕ
110-мĕш стрелок дивизийĕ
33-мĕш çар
Анăç фрончĕ
Командăланă батарея
Çапăçусем/вăрçăсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ III степеньлĕ Суворов орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Павел Васильевич ЛаптевСовет Союзĕн Паттăрĕ, лейтенант, батарея командирĕ. Вăл 1911 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Пухтел ялĕнче çуралнă.

  • 1936-мĕш çулта Чĕмпĕр хулинче совпартшкола пĕтерет.
  • 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ.
  • 1939-мĕш çулта Харьковри артиллери училищин хăвăртлатнă курсĕсенче вĕренет.

Вăрçăра 1941-мĕш çулхи утă уйĕхĕнчен.

  • 971-мĕш артиллери полкĕн батарея командирĕ Лаптев лейтенант 24.2.1942 Калуга облаçĕ Юхнов районĕнчи Ивищи ялĕ патĕнче тăшманăн темиçе вут точкине пĕтернĕ. Атака пуçланиччен 3 салтакпа тăшманăн дочĕ патне вăрттăн çитсе ăна аркатнă. Аманнă пулсан та çапăçуран тухман.
  • 1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсне вĕçленĕ. - 1946-мĕш çултан запасра. Чĕмпĕр хулинче ĕçленĕ.

1954-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăхăтсăр вилнĕ. Чĕмпĕр хулинче пытарнă.

Чыславсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза начальствующему и рядовому составу Красной Армии» от 21 июля 1942 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1942. — 23 июля (№ 28 (187)). — С. 1.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ермолаев А., Калашников Н. Шагнувшие в бессмертие, Ульяновск, “Симбирская книга”, с. 78.
  • Ульяновцы в боях за Родину. Саратов, 1964.
  • Илле Тукташ. «Павел Лаптев»

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

 Лаптев Павел Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.