Ларионов Никита Ларионович
| Ларионов Никита Ларионович | |
| Çуралнă вăхăт: |
1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕ |
|---|---|
| Çуралнă вырăн: |
|
| Пăхăнулăх: | |
| Ĕçлев тĕсĕ: | |
| Жанр: | |
Ларионов Никита Ларионович (1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕнчи Элĕк районĕн Кармал ялĕнче çуралнă) — чăваш прозăçи, сăвăçи.
1991 çултанпа Чăваш ÇП пайташĕ. Раççей ÇП пайташĕ. СССР спорт ăсти (1969)[1],[2].
Тупмалли |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ [тӳрлет]
Никита Ларионов 1932 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралнă.
Тенири çичĕ çул вĕренмелли, Элĕкри вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.
1955 çулта Чăваш педагогика институчĕн студенчĕ пулса чăваш чĕлхипе литература факультетĕнче пĕлӳ пухнă.
Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнчи вăтам шкулта ĕçе тытăннă, унтанах хĕсмете кайнă. Çулталăкран таврăнсан, çав районти Шăхаль вăтам шкулĕнче виçĕ çул ĕçленĕ.
1959 çултанпа — тăван Элĕк енĕнче. Парти райкомĕнче 6 çул пропагандист, Тени шкулĕнче 3 çул аслă пионерсен ертӳçи пулса тăрăшнă.
7 çул хушши Хирлеппуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературине тата физкультурăна вĕрентнĕ.
1975 çулта тивĕçлĕ канăва тухичченех Элĕкри вăтам шкулĕнче ĕçленĕ.
Халĕ те Никита Ларионович пултарулăх ĕçне ăсран-алран ямасть.
Спортри çитĕнӳсем [тӳрлет]
Темиçе хутчен те республика чемпионĕ пулнă. 1953 çулта вĕренӳ керменĕсем хушинчи йĕлтĕрпе чупса Чăваш АССР-ĕн чемпионĕ ятне тивĕçнĕ.
1969 çулта РСФСР чемпионатĕнче 5-мĕш вырăн йышăнса СССР спорт ăстине тивĕçет.
Халĕ Никита Ларионович спорт ветеранĕсен тĕнчери ăмăртăвĕсене хутшăнать.
1990 çулта Будапешт хулинче ветерансен Европа чемпионатĕнче хăвăрт утассипе ăмăртать (55-59 çулсенчисен 5 çм ăмăртăвĕнче — 3 вырăн, 20 çм ăмăртăвĕнче — 3 вырăн).
1991 çулта Будапештри ветерансен хĕллехи 5 çм ăмăртăвĕнче бронза медале çĕнсе илет.
1996-мĕш çулта Брюгге хулинче (Бельги) хăвăрт утассипе шоссе çинче иртнĕ командăпа тата пайăр ăмăртса медальсене тивĕçет.
Пичетленнĕ ĕçĕсем [тӳрлет]
Çыравçă калавсене, повеçсене, романсене хаçатсемпе журналсенче пичетлет.
- «Олимп каçалăкĕ» романĕ, Мускав вырăсла;
- «Йĕпкĕн хĕрлĕ хăю»;
- «Хĕр тупри», Элĕк-Шупашкар, 2001;
- «Ват ăшши», Шупашкар, 2010.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
- Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
- Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3