Левитан Исаак Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Исаак Левитан
Серов В.А. Левитан сăнарĕ
Серов В.А. Левитан сăнарĕ
Çуралнă вăхăт:

1860

Çуралнă вырăн:

Кибартай

Вилнĕ вăхăт:

1900

Вилнĕ вырăн:

Мускав

Жанр:

çутçанталăк сăнарĕ

Стиль:

реализм, импрессионизм

Сĕм янă:

А.К. Саврасов, В.Поленов

Commons-logo.svg Викиампарти ĕçсем

Исаак Ильич Левитан (1860,18(30) çурла -1900,22 авăн (4 çурла), вырăс ÿнерçи, çутçанталăк "чун-кăмăлне" илемлĕ сăнарланă ăстаçă. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче вăл пине яхăн ÿкерчĕкпе ÿнер хайлавĕ туса ĕлкĕрнĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

Вăл Литвари Кибартай ятлă пĕчĕк хулара çуралнă. Унăн ашшĕ чукун çул станчинче кассир пулса ĕçленĕ. Кил-йышĕ пысăк та чухăн пулнă. Ĕçĕсем тăвалла каясса шанса ашшĕ кил-йышĕпех Мускава куçнă, анчах та часах арăмĕ сарăмсăр вилсе кайнă, кĕске вăхăтрах хăй те хавшаса чирленĕ, çемьине тăлăха хăварнă.

Вунвиçĕ çул тултарсан Левитан Мускаври Ÿнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшне вĕренме кĕрет. Выçăллă-тутăллă, укçа-тенкĕсĕр нушаланнă пулин те вăл тăрăшса вĕреннĕ.

1876-мĕш çулăн авăн уйăхĕнче вăл А.К. Саврасов ăсталăх лаçĕнче вĕренме пуçлать, кăшт каярахпа В.Поленов вĕренекенĕ пулса тăрать. Вĕрентĕш Канашĕ ăна Кĕмĕл медальпе чыслать, ÿкерме вĕрентекен ятне паракан диплом илсе вĕренсе тухать. Каярахпа вăл унта паллă та чаплă ÿнерçĕ пулса таврăнать, çутçанталăк ÿнер лаçĕн ертÿçи пулса тăрать. Ир тунă ĕçсенчех — "Каçкÿлĕм" (1877,Третьяков курав речĕ), "Хĕвеллĕ кун. Çуркунне"(1877,харпăр пурлăхĕ), ÿнерçĕ çутçанталăка çутă туйăмпа юратса сăнарлани туллин курăнать.

1880-мĕш çулхи вĕренекенсен куравĕнче кăтартнă "Сокольникири кĕрхи кун" (Третьяков курав речĕ), вун тăххăрти ÿнерçĕ ĕçне Павел Третьяков туянать. Ку унăн пултарулăхне çÿллĕ шая лартни пĕрремĕш палăрту пулнă.

1880-1884-мĕш çулсен çу уйăхĕсене Левитан Останкинора ирттерет, питĕ нумай çутçанталăк сăнарĕ ÿкерет: "Юман йывăçĕ" (1880,Третьяков курав речĕ), "Хырсем" (1880,харпăр пурлăхĕ), "Юман вăрманĕ кĕркунне"(1880,Чулхула Илемлĕх музейĕ). Звенигородпа юнашар Саввинская ялĕнче "Юлашки юр" тата "Саввинская ялĕнчи кĕпер" (1884, Третьяков курав речĕ) ÿкерет.

1885-мĕш çулта Киселёв кил-хуçалăхĕ Бабкинора Левитан А.П.Чехов çыравçăпа паллашать, вĕсен туслăхĕ мĕн пурнăçран уйрăлаччен çирĕпленсе пырать.

Сывлăхне çирĕплетме вăл Крыма каять, унтан çитмĕле яхăн çутçанталăк сăнарĕ илсе килсе куравра кăтартать. Пĕрремĕш кунсенчех ÿнер хайлавĕсенчен нумайăшне илемлĕхе юратакансем туяннă. Ку чăннипех пысăк ăнăçу пулнă.

1887-мĕш çулта Левитан Атăл çине çитес ĕмĕтне пурнăçлать. "Атăл тапхăрĕ" 1890-мĕш çулччен тăсăлать.

Левитана Атăлăн чи аслă юрăçи теме те пулать. Атăл тăрăхĕнчи вăрмансем, уйсем, пысăк хуласемпе пĕчĕк ялсем ун кăмăлне çĕнĕрен те çĕнĕрен çĕклентерсе хавхалантарнă, хал панă. "Атăл çинчи каçкÿлĕм" (1888, Третьяков курав речĕ), "Каçкÿлĕм", "Ылтăн кÿлĕ", "Çумăр хыççăн; Плёс" (1889,çавăнтах) ĕçсенче ÿнерçĕ çанталăкăн хумхануллă кăмăл-туйăмне кăтартать: çил пĕлĕтсене таткалать, шыв вĕтĕртетсе хумханать... Сенкер-кĕмĕл тĕссем, черетлĕ шутсăр мĕлкесем, куçакан çутă тата чĕтрекен сывлăш туйăмсене вăратаççĕ. "Ылтăн кĕркунне ялта" (1889, Вырăс музейĕ) тата "Хурăн кати" (1889, Третьяков курав речĕ) те çав шухăшсене асилтереççĕ.

"Эпĕ хама хам ăнланаймастăп ÿнерÿсĕр. Ку таранччен нихçан та çутçанталăка çав тери юратманччĕ эпĕ"

, — тенĕ вăл Чехов патне янă çырăвĕнче.

1890-мĕш çулхи çуркунне Левитан пĕрремĕш хут ют çĕр-шывсене каять; Берлинта, Парижра, Ниццара, Бордигерара, Ментонта, Боргеттора, Флоренципе Венецире пулать. Кунта вăл ÿкерет, этюдсем çырать: "Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕрринче", "Италири çуркунне", "Венеци. Рива дельи Скъявони" (Харпăр пурлăхĕ, Мускав), "Бордигера таврашĕ. Итали çурçĕрĕнче".

Çулла вăл Юрьевецра Кривоозёрск мăнастирне пурнăçран пăхса чылай ÿкеречĕк тăвать. Хĕл уйăхĕсенче, Мускавра, вĕсем тата Плёсра тунă ÿкеречĕксем тăрăх тĕслĕ сăрăсемпе хăйĕн чаплă ĕçĕсенчен пĕрне — "Лăпкă пурнас вырăн" хайлать.

1891-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче Левитан Куçса çÿрекен куравсен ÿнерçисен ушкăнне кĕрет. С.Т.Морозов, илемлĕхе юратакан усламçă, ăна ĕç лаççи туянма пулăшать.

Левитанăн 1890-1895-мĕш çулсенчи ĕçĕсем çÿллĕ шухăшлă философи çулĕпе аталанаççĕ. "Кÿлĕ", "Улатимĕре каякан тÿрĕ çул" (1892, Третьяков курав речĕ), "Ĕмĕрхи канăç" (1894, çавăнтах).

1895-мĕш çул уншăн питĕ йывăр пулнă, ăна чĕре чирĕ аптратнă, унсăр пуçне астма асаплантарнă. Усал шухăшсем ăна хăйне хăй çине ал хума та хистенĕ. Анчах та илемлĕхе юратни ăна чире парăнтарман, пурнăçа çĕнĕлле пăхса йышăнса илтернĕ.

Пуш уйăхĕнче вăл Тĕвер кĕпернине, Островнона, каярахпа Горкине каять. Ку унăн илемлĕх ĕçĕнчи юлашки тапхăрĕ. Çурхи уйăхĕсен хĕвеллĕ кунĕсенче пурнăçа савакан ĕçсем çуралнă: "Пуш уйăхĕ" тата "Çуркунне. Юлашки юр" (1895,Третьяков курав речĕ), "Чечекри пан улми йывăçĕсем" (1896, Харпăр пурлăхĕ). Уçă та таса сывлăш, кăвак-сенкер юханшыв, çилпе вĕлкĕшекен ылтăн пек çулçĕсем кăмăла çĕклентереççĕ: "Ылтăн кĕркунне" (1895, Третьяков курав речĕ), "Тÿрĕ çул. Кĕрхи хĕвеллĕ кун" (1897, Харпăр пурлăхĕ), "Çурхи ейÿ" (1896-1897, Третьяков курав речĕ).

Левитанăн юлашки ĕçĕсем черчен те тарăн. Вăл çутçанталăкăн хăвăрт иртсе улшăнакан саманчĕсене тытса чарма ăмсанать: "Уйăх.Каç ĕнтрĕкĕ" (1899,Вырăс музейĕ), "Хĕвел юлашки пайăркисем" (1899,Третьяков курав речĕ),"Каç ĕнтрĕкĕнчи утă капанĕсем" (1899, çавăнтах), "Каç ĕнтрĕкĕ" (1900, çавăнтах). Шыв сăррипе тата пастельпа ÿкернĕ "Кĕрхи тĕтре" (1899, Вырăс музейĕ) тата "Вăрман хĕрринчи çаран" (1898, çавăнтах) та çав тĕллевех пурнăçлаççĕ.

1898-мĕш çулта Левитан çутçанталăк сăнарĕн ÿнер Академикĕ ятне илме тивĕçет, унăн ĕçĕсене пĕтĕм Раççей хулисенче те, Мюнхенпа Парижра та кăтартаççĕ. Анчах унăн чĕре чирĕ шалаллах кĕрет, тухтăрсем сиплени пулăшмипе пĕрех.

"Левитан вилет, ку куçа курăнать"

, — тесе çырнă Чехов.

"Кÿлĕ" (1899-1900, Вырăс музейĕ) — ÿнерçĕн юлашки, вĕçлесе ĕлкĕреймен ĕçĕ; çутçанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ, Раççей, тăван çĕр-шыв — пулнă унăн юлашки шухăшĕсемпе туйăмĕсем.

Курав речĕ[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Александр Бенуа, Русская школа живописи, М.,"Арт-Родник",1997.
  • Д.В.Сарабьянов, Русская живопись 19-го века среди европейских школ, М., "Советский художник",1980.
  • А.А.Фёдоров-Давыдов, Левитан, М., "Искусство",1976
  • A.Dmitrenko, E.Kuznetsova, O.Petrova, N.Fyodorova, Fifty russian artists, Moscow, Raduga Publishers,1985.
  • Константин Коровин вспоминает...М., "Изобразительное искусство",1971.
  • М.В.Нестеров, Давние дни, Уфа, Башкирское книжное издательство, 1986.

Каçăсем[тӳрлет]