Лемша (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лемша, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв çăлкуçĕ Дырино ял патĕнче вырнаçнă. Курцево ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăккисем çук. Дырино ялĕнче юханшыва пĕвеленĕ.

Лемша малтан кăнтăр-хĕвеланăçнелле юхать, кайран, Тихăй (выр. Тихая) ял патне çитеспе икĕ çухрăм юлсан хĕвеланăçнелле çул тытать.

Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Дырино, Мехово, Филоново, Тихăй.