Леонтьев Николай Леонтьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Леонтьев Николай Леонтьевич, — сăвăç. 1941 çулта Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. 2003 çулта Стерлĕ хулинче вилнĕ.

1994 çултанпа Чăваш Ен ÇП членĕ. Çавăн пекех РФ ÇП членĕ шутланать.

Пурнаçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Стерлĕри педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Стерлĕ район хаçатĕнче вăй хунă. Ӗçĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. «Стихи» (Сăвăсем, 1995) кĕнеки тухнă.