Лингва-франка

Википедири материал

Ли́нгва-фра́нка (итал. lingua franca, «ирĕклĕ чĕлхе»).

  • Пурнăçри пĕр ĕç-пуçĕнче этноссем (тĕрлĕ халăх) хушшинче çыхăнура усă куракан чĕлхе. Тĕслĕхсем: суахили е Африкăри хауса; часах лингва-франка ролĕнче пиджинсем пулаççĕ. Лингва-франкăна ытти ĕç-пуçра усă курма пуçлани ăна койне шайне çитерет.
  • Хутăш (пиджинленĕ) чĕлхе. Вăтам ĕмĕрсенче европейсем арап тата турккă купсисемпе пер-пĕрне ăнланма йĕркеленнĕ (вĕсене Çывăх Тухăçра «франксем» тенĕ) чĕлхе; çаплах ăна тепĕр чух «сабир» (танл. лат. sapere — «ăнланма») тенĕ. Никĕсне итали тата провансаль лексики кĕнĕ, кайран испан, грек, арап, перс тата турккă чĕлхин сăмахĕсем хушăннă. XIX ĕмерченех усă курнă. Каярах «лингва-франка» палăртăва анлă, тĕнчери çыхăну чĕлхи евĕр, усă курма тытăннă.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет] Вуламалли

[тӳрлет] Каçăсем