Логунов Анатолий Алексеевич
Логунов Анатолий Алексеевич, — физикăпа математика тĕпчевĕсен тухтăрĕ, профессор, академик. 1926 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Обшаровка салинче çуралнă.
Халĕ Мускавра пурăнать, Патшалăх Тĕпчев Тĕпĕ «Çӳллĕ хăват физика Институчĕнче», Протвино хулинче ĕçлет.
Тупмалли |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ [тӳрлет]
М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче (1951), аспирантурăра (1953) вĕренсе тухнă. Физик - теоретик. 1954 - 1956 çулсенче МПУ-ра ĕçленĕ. 1956 - 1963 çулсенче- Йĕтре Тĕпчевĕсен Пĕрлешĕннĕ Институчĕн теориллĕ физика Лаборатори директорĕн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ (ЯТПИ, Дубна хули, Мускав облаçĕ). 1963 - 1974 çулсенче - «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» (ПХФИ, Протвино хули, Мускав облаçĕ) директорĕ. 1974 - 1991 çулсенче - СССР Ăслăх Академин вице-президенчĕ. 1977 - 1992 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав Патшалăх Университечĕн ректорĕ.
1974 çултанпа — Протвино хулинче, «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» Патшалăх Тĕпчев Тĕпĕн тĕпчев ĕçĕсен ертӳçи, 1993 çултанпа - унăн директорĕ. Физикăпа математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1959), профессор (1961), Раççей Ăслăх Академин Академикĕ (1972), Пултарулăх Академин пайташĕ (Мускав), Тĕнчери Тĕпчев Академин академикĕ, «Теоретическая и математическая физика» журналăн тĕп редакторĕ, «Asia Pacific Peace Forum» журнал редакцин тĕнчери канашĕн пайташĕ.
Ăслăлăх ĕçĕсем [тӳрлет]
Темĕн чухлĕ тĕпчевлĕ тата ăслăлăх-ăнлануллă статьясем, монографисем хайланă. Паллăраххисем: «Основы аксиоматического подхода в квантовой теории поля», «Новая теория пространства - времени и тяготения», «Принципы квантовой теории поля», «Третий радужный мост (поиск мира и человека)».
Чыславсемпе парнесем [тӳрлет]
- Ленин премийĕ (1970)
- СССР Патшалăх премийĕ (1973, 1984)
- Социализмлă Ӗç Паттăрĕ
- Ленин орденĕ (тăваттă хутчен)
- «За заслуги перед Отечеством» III-мĕш степеньлĕ
- «Хисеп Палли» орденĕ
- «Поляр çăлтăрĕ» орденĕ (Монголи)
- «Югослави Ялавĕ» орденĕ (Югослави)
- «За заслуги перед наукой и человечеством» ылтăн медалĕ (Чехословаки)
- Ляпунов ячĕллĕ медаль
- Гиббс ячĕллĕ медаль
- Берлин, Братислава, Гавана, Карлов (Прага), София, Хельсинки тата чылай Япони университечĕсен Хисеплĕ тухтăрĕ.
- Фундаментлă тĕпчев ĕçĕсен Институчĕн теориллĕ физикăн Уйрăмĕн профессорĕ (Молизе, Итали).
- СССР-ăн политикăпа обществăллă пурнăçне хастар хутшăннă: КПСС-ра 1960 çултанпа
- СССР Аслă Канашăн депутачĕ (1979 - 1989)
- ССКП ТК пайташĕсен кандидачĕ (1981), ССКП ТК пайташĕ (1986)