Лученец
Лу́ченец (словак. Lučenec, ним. Lizenz, вгр. Losonc) — Словакин варринчи хула. Халăхĕ 28 пине яхăн.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Лученец (венгăрлă, Лошонц) пĕрремĕш 1128 çулта паллă пулнă, анчах та XV ĕмĕрченех пысăках мар пурăну вырăнĕ шутланнă. 1451 çулта хула шайне куçать. Çăв çул хула çумĕнче Янош Хуньяди тата Ян Йискра çарпуçсем çапăсаççĕ, Искра çĕнтерет.
XVI ĕмĕрте хулана турккăсем хупăрласа илеççĕ. 1544 çулта вĕсем ăна çĕнсе илеççĕ те 40 çул хушши Лученец Осман империн филяков санджакне кĕрет. 1575 çулта хулана «çынсăр» теççĕ.
1828 çулта Лученецре 3000 çын пурăннă, 216 кил тата 229 ăста лаççи пулнă. 1849 çулта венгр революционерĕсем вырăс çарĕн офицерĕсене вĕлереççĕ. Çакăншăн тавăрса Граббе дивизийĕ хулана çулăма парать.
1867 çулта хулара заводсем лартаççĕ, индустриализаци пуçланать.
Австро-Венгри хули Лученец чехословак венгри çарĕсен çапăçу вырăнĕ пулса тăрать. Венгрсен каялла чакма тивет, кăшт каярах арбитраж тăрăх хула Чехословаки шутне кĕрет. 1938 Венгри хулана каллех оккупацилет. 14.01.1945 Лученец совет тата румын çарĕсем ирĕке кăлараççĕ.
[тӳрлет] Паллă вырăнĕсем
- Таса Мари костёлĕ
- Синагога
- Ратуша
- Дворян кил йăвисем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
| Лученец Викиампарта? |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |