Лэтэм Джон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Лэтэм Джон
акăл. John Latham
Çуралнă вăхăт: 27 çĕртме 1740
Вилнĕ вăхăт: 4 нарăс 1837
Патшалăх:

Аслă Британи

Чыславсемпе парнесем


|}

Джон Лэтэм – (27.6.1740, - 4.2.1837 ) британи Орнитологи/Орнитологогĕ, врачĕ, натуралисчĕ.

Латема Австралин орнитологин аслашшĕ теççĕ. Вăл Австарланичен Англине илсе килнĕ кайăксене тĕпчесе ăслах ячĕсем панă.Вĕсем хушшинче эму (Dromaius novaehollandiae), пысăк шурă хохоллă какаду (Cacatua alba), австрали савăл хӳреллĕ ăмăрткайăк (Aquila audax), пысăк лира-кайăк (Menura novaehollandiae) тата шахăракан ула курак (Gymnorhina tibicen).

Кент графствинчи Дартфордра врач пулнă. 1796-мĕш çулта отставкăна кайса Хэмпшира пурнанма куçнă.

Ун тĕп ĕçĕсем A general synopsis of birds (1781—1801) тата A general history of birds (1821—1828). 1775-мĕш çулта Лэтэма Лондон король пĕрлешӳне суйланă, вăл Лондонти Линей пĕрлешӳне пуçарнине хутшăннă.

1812-мĕш çулта Швеци король ăслăхсен академин ют çĕршыв пайташне суйлана.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • A general synopsis of birds, with a suppl. White, Leigh & Sothebys, London 1781-1802.
  • Index ornithologicus sive Systema ornithologiæ. London, Paris 1790-1809.
  • Allgemeine Übersicht der Vögel. Weigel, Nürnberg 1793.
  • Faunula Indica id est Catalogus animalium Indiae orientalis. Gebauer, Halle 1795.
  • A general history of birds. Jacob & Johnson, Winchester 1821-28.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Wright, N.: John Latham, the naturalist of Kent and father of British ornithology. in Bygone Kent. 1980, vol. 1:231-235.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]