Мăн кун

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Мăн кун, е Мункун, – авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен (выр. пасха) уявĕпе тӳр килнĕ.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет]

Мăн кун ыран тенĕ каç çынсем çăмарта хĕретсе чиркĕве кайнă та çĕрĕпех кĕлĕ итленĕ: пĕрле юрланă. Ирхи шуçăмпа килне таврăннă: килти турăш умне çурта çутнă: кукăль-çăмах пĕçернĕ. Ачасене таса тумтир (ытларах çĕннине) тăхăнтартнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Мăн куна кĕтсе илме ирех ялтан мал еннелле выртакан тăвайккине чупнă. Унта вĕсем хĕвел тухнине курма кайнă. Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине тырă сапнă: хăмла вĕçтернĕ. Ачасем яла таврăнсан вĕсене кашни хапха умĕнчех тăванĕсем кĕтсе тăнă: пӳрте кĕме чĕннĕ: кучченеçсемпе пĕветнĕ çăмартасем панă. Ку енчи чăвашсем каланă тăрăх: çур çĕр çитсен (шăп вун икĕ сехет тĕлĕнче) чан айне тăрса мĕн те пулин шухăшласа хурсан çав шухăш пурнăçланать, имĕш. Мăн кун ют çын пырса кĕрсен ăна ĕлĕкренех пӳртре сак е пукан çине латрма тăрăшнă. Çавăн пек тумасан чăх пусма лармасть, тенĕ. Мăн кун тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варрине чуччу лартнă. Кăнтăрла вара унта ачасем ярăннă: каçхине хĕр упраçпа яш-кĕрĕм тухнă. Çитĕннисем вара Мăн кун эрнин иккĕмĕш кунĕнче ĕрет çӳреме тытăннă.

Тăван-хурăнташ тĕп киле пуçтарăнса пичке пуçланă: сĕтел çине ĕçме-çиме кăларса лартнă. Мăн кун кĕреки тулăх пулсан, малашнехи пурнăç та çаплах пулать тесе шутланă. Пӳрте кĕнĕ чухне «Христос чĕрĕлнĕ!» - тенĕ. Пӳртрисем хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе савăнса хуравланă. Сĕтел хушшинче Турра мухтаса юрланă.

Çăкăр ӳстерекен чăвашăн çĕр çинчи чи пысăк пуянлăхĕ — тыр-пул тухăçĕ.

Авалхи чăвашсен тĕнĕпе çулта пĕрре тĕнче хапхи (кăвак хуппи) – тӳпен тимĕр хапхи - уçăлать те хапха витĕр кĕрекен çутă пайăркасенче çĕр çинчи пуянлăх сăнĕ курăнать. Çак курăм пуш уйăхĕн 21-мĕшĕн ирхине, (Мăн кунра) – тулли Уйăх кунĕ тата çурхи Хĕвелĕн тан кунĕ, çанталăк вăранăвĕ тата Хĕвел çулĕн пуçламăшĕ. Мăн кун умĕн каçхине мунчара çавăнса уявлă шурă тумтир тăхăннă - çак ĕнтĕ ӳт-пĕве тасатакан мешех шутланнă. Мунчаран тухиччен вилнĕ несĕлсен чунĕсем валли валашкана ăшă шыв ярса, пăс парса хăвармалла. Хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисемпе пĕрле тĕнче хапхине Мăн Турă умĕнче тăракан пирĕшти уçать. Эхер те ир ăмăр пулсан, ача-пăча Хĕвеле ыйтса юрлаççĕ:

Пăх, Хĕвел, пăх, Хĕвел, Мăнкун çитрĕ, хĕрлĕ çăмарта сана паратăп, Хĕвел тӳпере курăнать.

Çакăн чухне çуралнă ĕмĕт те тӳррипех пурнăçа кĕрет.

Мăн кун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли. Çăмарта шурри - Çут Тĕнче палли, çăмарта сарри – Хĕвел палли.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]